Наци проекчĕсене пурнăçлани çинчен

  ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче 2012 çулта 4 нацпроектпа тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, тĕллевсене палăртнă.

      Республика аталанăвĕн ырă туртăмĕсенче нацпроектсен витĕмĕ те курăмлă. Акă, Чăваш Ен вăтам ĕç укçи шайĕпе Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăнта кăна пулнă, кăçал çÿлерех хăпарас шанăç пур. Çурт-йĕр тăвас енĕпе патшалăх укçа уйăрас, çынсене пулăшу кÿрес ыйтусене вăхăтра татса панă. Ял хуçалăхĕнчи производство кăтартăвĕсем те аван. Чи кирлĕ апат-çимĕçпе Чăваш Ен хăйне туллин тивĕçтерет, çапах ютран кÿрекен продукци те нумай.

      Вĕрентĕве илес тĕк – кăçал кашни виççĕмĕш шкула юсанă, шкул столовăйĕсене çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çитес çул мĕнпур шкулта ачасене вĕри апатпа тивĕçтермелле. Çамрăксене ĕç рынокĕ ыйтакан профессисемпе хатĕрлессине çĕнĕ шая çĕклемелле: «Пирĕн шайлашу çук: рынок пĕр специалистсене ыйтать, эпир урăххисене хатĕрлетпĕр», – тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Сывлăх» нацпроект пирки каланă май вăл ачасен сывлăхĕ тĕлĕшпе ыйтусем пуррине палăртнă.

      Строительство министрĕ Владимир Громов республикăра пурăнакансене тĕрлĕ программăпа çурт-йĕрпе тивĕçтерни пирки каласа панă. Кăçал 670 çамрăк çемье хваттер илет. Вĕсене пулăшмалли программа çитес çул та ĕçлĕ. Тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерессипе ыйту нумай. 500 ытла тăлăх пурăнмалли кĕтес кĕтет. Кăçал 242-шне хваттер пама палăртнă, анчах ку пурнăçланасси тĕлĕшпе иккĕленÿ çуралнă. Районсен представителĕсем каланă тăрăх çак тĕллевпе ирттерекен аукционсене строительство компанийĕсем хутшăнасшăнах мар, тăваткăл метршăн йÿнĕ паратăр тесе сăлтавлаççĕ-мĕн. Михаил Игнатьев çакна пула тăлăхсене кÿрентерме юраманнине палăртнă.

      Владимир Громов патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелес енĕпе ĕçленине те асăннă. Пĕтĕмпе 1830 хваттер тунă. Çитес çул 240 хваттер тăвасси паллă. Ĕç ăнăçлă пулсан нумай хваттерлĕ тепĕр çурт хутшăнасса та кĕтме пулать. Чăваш Ен эконом-класс йышши çурт-йĕр тумалли регионсен шутне кĕни те строительствăна вăй памаллах.

      «АПК аталанăвĕ» нацпроект ял хуçалăх производствин 27 процент чухлĕ ÿсĕмне тивĕçтернĕ. Отрасле вун-вун миллиард тенкĕ инвестици хывнă. Чăваш Ен аш-какай, сĕт, çăмарта туса илессине палăрмаллах ÿстернĕ, çав вăхăтрах 15 районта аш-какай производстви чакнă. Сысна, кайăк-кĕшĕк, сурăх, качака шучĕ ÿснĕ. Çав вăхăтрах мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 5,6 процент чакнă.

      «Пирĕн çĕнĕ шкул» наци пуçарăвĕн тĕллевĕсем анлă: вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене ĕçе кĕртесси, талантлă ачасене пулăшасси, вĕрентекенсен йышне çĕнетесси тата ытти те. Çитес çулах вĕрентÿ сферинче шалăва экономикăри вăтам ĕç укçипе шайлаштарасшăн. Çав виçе 2013 çулта 19,2 пин тенкĕпе танлашмалла.

      Ларура çĕкленĕ ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем пулĕç – вĕсем республикăра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатма тивĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хресчен сасси" хаçат
21 декабря 2012
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter