Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетиксен кунĕ ячĕпе саламлани

 Чăваш Енĕн энергетика комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Энергетик кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Сирĕн пысăк профессионализм тата эсир ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани Чăваш Республикинчи потребительсене энергие шанчăклă парса тăрассине тивĕçтереççĕ. Эппин, социаллă тăнăçлăх çирĕпленет, предприятисем кал-кал ĕçлеççĕ, организацисен офисĕсенче, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсенче, пурăнмалли çуртсенче çынсем хăйсене хăтлă туяççĕ. Юлашки вăхăтра энергетикăра ырă улшăну нумай пулчĕ, ăна çĕнетме пысăк инвестицисем хывнă. Паян пирĕн энергетика отраслĕ XXI ĕмĕр ыйтнине, конкурентлăха тивĕçтерет, Чăваш Енĕн пĕтĕм экономикине аталантарас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ тата унăн тĕп пайĕсенчен пĕри пулса тăрать тесе ним иккĕленмесĕрех калама пулать. Пурнăç çутăрах, савăнăçлăрах, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ. Республикăн энергетика тытăмĕ малашне те аталанса тата лайăхланса пырасса, çывăх вăхăтрах Шупашкар ГЭСĕн хăватне ÿстерме, потребительсене парса тăракан энерги калăпăшне палăрмаллах пысăклатма май паракан виçеллĕ, ăслă тата усăллă йышăнусем пуласса шанатăп. Чăваш Енĕн мĕн пур энергетикне çирĕп сывлăх, аварисĕр ĕçлеме, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп! 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                        М.Игнатьев



22 декабря 2012
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter