Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пулнă

Кĕçнерни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти строительство тата хула хуçалăхĕн техникумĕнче пулнă. Вăл - нумай профильлĕ вĕренÿ заведенийĕ, çамрăксене чылай енĕпе професси пĕлĕвĕ парать. Михаил Игнатьев 2-мĕш вĕренÿ корпусĕн çĕнетнĕ пÿлĕмĕсемпе лабораторийĕсене пăхса çаврăннă. Вĕсене юсама 36,8 млн тенкĕ тăкак­ланă, çав шутра 23,6 млн тенки - учрежденин бюджет тулашĕнчи укçи. Республика Пуçлăхĕ çак тăкаксем тÿрре тухассине, студентсем валли уйăрнă укçа Чăваш Ен экономикине çĕр-çĕр миллион тенкĕпе таврăнассине палăрт­нă. "Эсир ĕç рынокĕнче кирлĕ специалистсене хатĕр­летĕр, çакă - тĕп тĕллев", - тенĕ вăл. Техникум директорĕ Петр Мишин каланă тăрăх - вĕренÿ заведенийĕ уçăлнăранпа кунта строительство, энергетика отраслĕсем, ЖКХ валли 25 пин ытла специалист вĕрентсе кăларнă. Хальхи вăхăтра 2 пине яхăн студент пĕлÿ илет. Республика Пуçлăхне техникумра "Ăслă çурт" вĕренÿпе производство полигонне йĕркелени çинчен каласа панă. Вăл çурт-йĕре энергипе тивĕçтермелли перекетлĕ, "ăслă" тытăмсене ĕçе кĕртме пулăшать. "Малашлăх - "ăслă çурт­ра", вăл кирлĕ пулать", - ырланă Михаил Игнатьев. Вăл студентсемпе калаçнă май хăй те техникумра вĕреннине аса илнĕ, ÿркенме юраманни пирки асăрхаттарнă, çамрăксемпе преподавательсене Энергетик кунĕ ячĕпе саламланă. Техникум директорĕн çумне Юрий Гурьева ЧР тава тивĕçлĕ энергетикĕн ятне илнĕ ятпа саламланă, вĕренÿ заведенийĕн директорне Петр Мишина тата педагогика ветеранне Эмилия Воробьевăна Чăваш Ен гербĕллĕ алла çыхмалли сехет парнеленĕ. (К.Савельев)

 



22 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter