Элĕк районĕ: депутатсем çитес çулхи бюджета йышăнчĕç

Район администрацийĕнче район депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Мидуковпа Н.Ванеркин хутшăнчĕç. Депутатсен Пухăвĕ 9 ыйтуран тăракан кун йĕркине çирĕплетрĕ.

Малтанах депутатсем муниципалитет пурлăхне 2013 çулта приватизацилемелли прогноз планне (программине) çирĕплетрĕç.

Депутатсен Пухăвĕн тĕп ыйтăвĕ – районăн 2013 çулхи тата 2014-2015 çулсенчи планланă тапхăрти бюджетне йышăнасси. Ку ыйтупа район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Н.Павлова доклад туса пачĕ. 2013 çулхи бюджетăн виçисем çакăн пекрех: тупăшсем пĕтĕмпе 221462,7 пин тенкĕ, тăкаксем 223752,7 пин тенкĕ, дефицит 2290,0 пин тенкĕ пулмалла. Социаллă пурнăçпа культура сферинче тăкаксен виçи 2013 çулта 66,2 процентран 2015 çулта 71,1 процента çитет.

Депутатсем район депутачĕсен Пухăвĕ 2011 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнчи «ЧР Элĕк районĕн 2012 çулхи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç. 2012 çулхи бюджет тупăшсем енĕпе 423,4 пин тенкĕ ÿсет. Тупăшсем пĕтĕмпе 271529,4 пин тенкĕ пулмалла, çав шутран республика бюджетĕнчен каялла тавăрса памалла мар укçа 231459,9 пин тенкĕ. Тăкаксем – 275818,4 пин тенкĕ, дефицит – 4289,0 пин тенкĕ.

Ларура депутатсен Пухăвĕн 2007 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «Элĕк районĕнче бюджетпа право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен» йышăнăвне, муниципалитет служащийĕсен должноçри реестрĕн йĕркисене улшăнусем кĕртрĕç, районăн тĕрĕслевпе шутлав органне йĕркелемелли ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Депутатсем район депутачĕсен Пухăвĕн 2013 çулхи ĕç планне, муниципалитет пурлăхĕнче тăракан çĕр участокĕсен арендăна памалли йĕркене, аренда тÿлевĕн виçипе срокĕсене, патшалăх пурлăхĕн харпăрлăхĕ чакман çĕр участокĕсене çирĕплетрĕç.



24 декабря 2012
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter