Вăрмар районĕ: «Иксĕлми çăлкуçсем» конкурсне хутшăннă

2012 - мĕш çулхи раштав  уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонинче Чăваш Ен наци радиовĕн «Иксĕлми çăлкуçсем»  конкурсне хутшăннă Республикăри чи пултаруллă фольклор ушкăнĕсен фестиваль концерчĕ пулчĕ. Унта 26 коллектив хутшăнчĕ. Вĕсен хушшинче -  Пысăк Енккасси Культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн, вăл диплом илме тивĕç пулчĕ. Культура министрĕ ушкăн ертÿçине А.А.Яковлевана  тав çырăвĕпе чысларĕ.



24 декабря 2012
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter