Иван Моторин «Комплекслă энергетика системисем» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Борис Вайнзихерпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Раштавăн 22-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Комплекслă энергетика системисем» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕпе Борис Вайнзихерпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.  Калаçăва «Чăваш Ен тата Мари Эл» филиалĕн «ТГК-5» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн ертӳçи Сергей Добров та хутшăннă. Вĕсем республикăра ăшăтакан энергетика комплексне аталантарасси пирки калаçу хускатнă. Чăваш Енре «ТГК-5» АУП хăйĕн шучĕпе пысăк инвестициллĕ икĕ проекта пурнăçа кĕртни çинчен Борис Вайнзихер пĕлтернĕ. Кун йышши пысăк калăпăшлă проектсене Самарăпа Пермь, виççĕмĕшне Чăваш Республикинче хута яма палăртса хунине каланă  концерн ертӳçи. Чăваш Ен премьер-министрĕ кун пек проектсене пурнăçа кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, республикăра ТЭЦ çинче пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлани хăйсем ĕçлеме тытăннăранпа та пулманнине пĕлтернĕ.  Тĕплĕнрех



24 декабря 2012
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter