Элĕк салинчи «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕпе юнашар каток тăвасси ырă йăла пулса тăчĕ

Элĕк салинчи «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕпе юнашар каток тăвасси ырă йăла пулса тăчĕ. Раштав уйăхĕнче çулленех конькипе ярăнма юратакан çамрăксем хăйсен сезоне уçаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчех çамрăксем пăр çинче тĕл пулнă. Унтан арçын ачасемпе хĕр ачасем татăлма та пĕлмен. Ара пăр çинчи пек ташлама, юрпа перкелешме, кÿршĕне хоккейла выляса çĕнтерме, алла-аллăн тытăнса ярăнса çÿреме ăçта меллĕ пултăр-ха; Çуталса выртакан пăр, кăвак тÿпе вара чăннипех те илĕртÿллĕ.

Раштавăн 15-мĕшĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче каток уçăлчĕ. Юнтапара тата Тавăт ялĕнче те катоксем ĕçе кайрĕç.



24 декабря 2012
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter