Элĕк районĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе муниципалитет олимпиади иртнĕ

Элĕк районĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе муниципалитет олимпиади иртнĕ. Çак тупăшăва пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан 13 шкулти 63 вĕренекен хутшăннă. Ачасене 10 задани панă: литература теорийĕ, историпе культура пĕлĕвĕсем, искусствăна хăшĕ ытларах ăнкарать, социаллă пурнăçпа истори пулăмĕсене кам аванрах чухлать тата ытти те.

Олимпиадăра Вутлан шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Марина Яковлева, Юнтапа шкулĕнчи 8 класри Марина Дудкинăпа 11 класри Татьяна Федорова, Тавăт шкулĕнчи 9 класри Анастасия Куликова, Элĕк шкулĕнчи 10 класри Татьяна Львова çĕнтернĕ.



24 декабря 2012
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter