Уявра инкек ан пултăр

Умра — Çĕнĕ çул уявĕ. Пурте ăна çÿллĕ шайра уявласшăн. Çак тĕллевпех килте, организацисемпе учрежденисенче, культура çурчĕсенче, шкулсенче, ача сачĕсенче Çĕнĕ çула хатĕрленеççĕ, чи малтан хитре чăрăш лартаççĕ. Ăна тĕрлĕ илемлĕ теттесемпе, хитре гирляндăсемпе илемлетеççĕ. Анчах та чылай чухне вара пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисене пăхăнмастпăр. Пиротехника япалисемпе асăрханусăр пулни шар кăтартать. Аслисем те, ачасем те çакна пула инкек кураççĕ. Çавăнпа та хăшпĕр правилăсене пăхăнма тиветех.

Чăрăш йăванса ан кайтăр тесен, ăна лайăх çирĕплетсе лартмалла, турачĕсем маччаран, стенаран е кăмакаран пĕр метртан çывăх пулмалла мар. Чăрăша магазинта сутакан хăвăрт тивсе кайман теттесемпе çеç илемлетмелле. Çунакан лампочкăсем патне пыракан напряжени 25 вольтран пысăк пулмалла мар. Пÿлĕмсемпе залсенче пирус туртма, шăрпăк çутма, хлопушкăсемпе, бенгаль вучĕсемпе усă курма юрамасть, вĕсенчен тухакан çулăм пушар кăларма пултарать.

Елка ирттернĕ вăхăтра пушартан сыхланмалли ĕçсене йĕркелеме уйрăм çынсене çи-рĕплетмелле. Залран тухмалли алăксене тул енчен те, шалтан та питĕрме юрамасть.

Пиротехника япалисемпе килте усă курмалла мар, вĕсенчен тухакан çулăм пушар кăларма пултарать. Çакă пысăк инкек патне илсе çитерет те. Асăрханулăх пирки ан манăр. Ун çинчен ачасене те лайăх ăнлантарса парăр. Енчен те пушар тухрĕ пулсан тÿрех «01» телефонпа шăнкăравлăр. Уявсене лайăх ирттерĕр. (Каçал ен районĕ)

 



25 декабря 2012
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter