Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Эсир Раççей Федерацийĕн тивĕçлĕ çыннисем пулатăр»

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «12.12.12. Эпĕ - Раççей гражданинĕ» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕ. Олимпиадăн финал тапхăрĕ Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕнче Шупашкарта иртнĕ. Унта шкул шайĕнче мала тухнă 10-11 класра вĕренекенсем хутшăннă. Пултаруллă çамрăксене Правительство çуртĕнче чаплă лару-тăрура саламларĕç. «Эсир - вăйлă çынсем. Раççейĕн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулса ÿсессе, XXI ĕмĕрте хăвăрăн вырăна тупасса шанатăп. Нихăçан та пуçăра ан усăр», - терĕ çамрăксене Михаил Васильевич. Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех вĕсен вĕрентекенĕсене чуна парса тăрăшнăшăн, ачасен ăс-тăнне аталантарма вăй-хала шеллеменшĕн, малашлăха çул уçса пынăшăн тав турĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков каланă тăрăх - конкурс ыйтăвĕсем çăмăл пулман, апла пулин те вăтам кăтартусем пысăк шайра. «Кун евĕр олимпиадăна кашни çулах йĕркелĕпĕр. Пире влаç органĕсенче ĕçлемешкĕн кадрсем хатĕрлеме пулăшĕ», - терĕ вăл. А.Цветков çамрăксене ырă кăмăллă, паллă çынсем пулма сунчĕ. Кăçал шкул пĕтерекен хĕрсемпе каччăсем малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Пулас профессие те суйланă ĕнтĕ вĕсем. Пĕрисем юрист пулма ĕмĕтленеççĕ, теприсем Чăваш Республикин, Раççей ырлăхĕшĕн тĕнче шайĕнче ĕçлеме хатĕрленеççĕ. Камсем-ха вĕсем республика Пуçлăхĕн тав сăмахне тивĕçнисем? Кристина Громова /Етĕрне хули, 3-мĕш шкул/, Кирилл Ефимов /Шупашкар хули, 4-мĕш гимнази/, Руслан Васильев /Канаш районĕнчи Карăклă шкулĕ/, Денис Иванов /Шупашкар хули, 43-мĕш шкул/, Александр Васильев /Çĕнĕ Шупашкар хули, 8-мĕш шкул/, Ольга Ларионова /Шупашкарти 2-мĕш лицей/. Вĕсене Михаил Игнатьев алла çыхмалли сехет парнелерĕ, Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Хисеп грамотипе чысларĕ. Çĕнтерӳçĕсен вĕрентекенĕсене /Любовь Егорова, Ольга Шульдешова, Маргарита Герасимова, Андрей Зайцев, Татьяна Викторова, Елена Вотякова/ Михаил Васильевич Тав çырăвĕпе тата асăнмалăх парнепе хавхалантарчĕ. (Валентина БАГАДЕРОВА)

 Тĕплĕнрех



25 декабря 2012
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter