Инвестицисене - «симĕс çутă»

Раштавăн 21-мĕшĕнче Хусанта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин Атăлçи округĕн Канашĕн ларăвне хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсем округ регионĕсенче ăнăçлă инвестици климатне тивĕçтерес енĕпе ĕçлени çинчен» темăпа ирттернĕ.

Унта çавăн пекех округри регионсен ертÿçисем, Раççей экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Владимир Симоненко, Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕ Сергей Дарькин, Патшалăх Думин депутачĕсем, федерацин регионсенчи тĕп инспекторĕсем, аталану институчĕсен тата бизнес-пĕрлĕх представителĕсем пулнă.

Михаил Бабич сÿтсе явакан тема пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Раштавăн 27-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕр-шывăн Патшалăх Канашĕн ларăвне ирттерет. Унăн кун йĕркинче регионсен инвестици илĕртÿлĕхĕпе çыхăннă ыйтусем пулаççĕ. «Кашни регион инвестици проекчĕсене патшалăх енчен çул памалли, инвестици климатне аталантарма ăнăçлă условисем тумалли мерăсем, мелсем хатĕрлет», - палăртнă Михаил Бабич. Çавăн пекех вăл округ регионĕсенче юлашки вăхăтра сахал мар ĕçленине палăртнă: «пĕр чÿрече» мелĕпе пулăшу паракан нумай функциллĕ центрсем йĕркеленĕ, инвестици канашĕсем ĕçлеççĕ, вак тата вăтам бизнес субъекчĕсем валли налук преференцийĕ пысăк.

2010 çултанпа Чăваш Республикинче тĕп капитала хывнă инвестицисем ÿссе пыни палăрать. 2009 çулта çак виçе 35,7 млрд тенкĕпе /ун умĕнхи çулăн 73,6%/ танлашнă, 2010 тата 2011 çулсенче ку кăтарту 42,6 млрд /118,8%/ тата 55,5 млрд тенкĕ /115,3%/ пулнă. 2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республикăн тĕп капиталне укçа уйăрнă мĕн пур çăл куç шучĕпе 39912,9 млн тенкĕ инвестици /2011 çулхи çак тапхăртинчен 138,2%/ хывнă.

2012 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республика организацийĕсене ют çĕр-шыв инвесторĕсенчен 345,7 пин долларлăх тата 230,1 млн тенкĕлĕх инвестицисем пырса кĕнĕ. Инвестицисене Германирен, Кипртан тата Пĕрлештернĕ Королевствăран илнĕ.

Чăваш Енре республика экономикине 2011-2015 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта инвестицисем явăçтармалли тĕллевлĕ программа ĕçлет. Ăна пурнăçлани республикăна инвестицисем явăçтармашкăн ăнăçлă условисем йĕркелеме май парать. Хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра 346 инвестици проекчĕ пурнăçланать, вĕсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ - 303 млрд тенкĕ ытла. Вак бизнеса аталантарма кăçал бюджетран 400 млн тенкĕ ытла уйăрнă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 декабря 2012
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter