Çивĕч ыйтусенчен пăрăнмасăр

Раштавăн 24-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх - республикăри 181 пин ытла ача, çав йышра шкул çулне çитмен 59 пин тата шкул ÿсĕмĕнчи 122 пин ача республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсем ирттерекен Çĕнĕ çул, Раштав мероприятийĕсене хутшăнĕç. Театрсем уява кĕтсе çĕнĕрен 6 спектакль хатĕрленĕ.

Республика Пуçлăхĕ уçă сывлăшра сывă кану йĕркелесси çинче чарăнса тăнă. Çак тĕллевпе муниципалитетсен ашшĕ-амăшне тата ачисене катоксем, йĕлтĕр йĕрĕсем çине чĕнмелле е пĕрле уçăлса çÿреме тухмалла. Михаил Игнатьев хула тулашĕнчи лагерьсен ĕç графикĕпе интересленнĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - ачасен канăвне çулталăк тăршшĕпех тивĕçтерекен лагерьсем - «Лесная сказка», «Росинка», «Чайка», «Белые камни» - йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

Çĕнĕ çулта тата Раштав уявĕсем ирттернĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнни çинчен Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ. Чăваш Республикин территорийĕнче пушартан асăрхаттарас тĕлĕшпе йĕркелÿ ĕçне туллин хатĕрленсе ирттернĕ. Сивĕ çанталăкра халăха пурăнма кирлĕ тытăмсем пурте тенĕ пекех чăрмавсемсĕр ĕçленĕ, сивĕ шывпа тивĕçтерессипе тухса тăнă пысăках мар кăлтăксене кĕске вăхăтра сирнĕ. Муниципалитетсен диспетчер службисем кăларса тăратнă требованисене тивĕçтереççĕ.

Михаил Игнатьев пиротехника продукцийĕ сутнине çирĕпрех тĕрĕслемелли, контрафакт изделийĕсем реализациленине чарса лартмашкăн мерăсем йышăнмалли çинчен каланă. Çавăн пекех уяв кунĕсенче федераци çулĕсем çинче юр хыракан техника дежурство тăмалли пирки уйрăммăн палăртнă.

ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси мĕнле пынипе паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх - 2012 çулхи раштавăн 19-мĕшĕ тĕлне ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсем тата вĕсене пăхăнса тăракан учрежденисем 5415 гражданина тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ панă. ЧР Юстици министерстви тата Адвокатсен палати 2012 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче 2012 çулта тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕн патшалăх тытăмне хутшăнакан адвокатсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен килĕшÿ тунă. 2012 çулта тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ паракан адвокатсен списокне 263 адвоката кĕртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсенче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парассипе çыхăннă лару-тăрупа интересленнĕ. Мĕншĕн тесен чылай чухне ял çынни юристран тÿлевсĕр сĕнÿ-канаш илме район центрне кайма май тупаймасть. Михаил Игнатьев халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма сĕннĕ.

Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ Сергей Мельников Шупашкар хулинче çăмăл атлетика енĕпе Европăн VI чемпионатне /вăл 2015 çулта пулать/ ирттерме мĕнле хатĕрленни çинчен пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра ăмăртусене хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен комплекслă планĕн проекчĕ пур.

Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Канашри республикăри призывниксем пухăнмалли пункчĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартнă. Раштавăн 23-мĕшĕнче призывниксен юлашки командисене ăсатнă. Пĕтĕмпе 1265 çын çар ретне тăнă. Округ штабĕн тата тĕп штабăн заданине 100% пурнăçланă. Республика Пуçлăхĕ 2012 çулхи кĕрхи призыв кампанине тивĕçлипе ирттернĕшĕн çар комиссарне тав тунă.

Михаил Игнатьев Мускавра Президент полкĕн курсанчĕсемпе, Чăваш Енре çуралнă çамрăксемпе, тĕл пулма кăмăл пуррине пĕлтернĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 декабря 2012
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter