Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: "Яланах çапла тăрăшса, пĕр-пĕрне йывăр самантра пулăшса ĕçлесен Чăваш Ен тата та пысăкрах çитĕнӳсем тăвĕ"

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев раштавăн 25-мĕшĕнче тĕрлĕ профессин чи лайăх 27 представительне Раççей тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче 2012 çул кăтартăвĕсем çинче чарнса тăнă. Республикăра пурăнакансен тăрăшулăхĕ социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне, пурнăç пахалăхне никĕсленине палăртнă. Вун пĕр уйăхра промышленноç производствин индексĕ 108,7% танлашнă, çак кăтартупа Чăваш Ен Федерацин Атăлçи округĕнчи малти виçĕ субьект йышне кĕнĕ. Çавăн пекех 2012 çулта бюджет укçипе тухăçлă усă курас, пĕчĕк бизнеса аталантарма лайăх условисем йĕркелес тĕллевлĕ политика тыта пыни çинчен палăртнă. Ĕç укçин чăн виçи 12,3% пысăкланнă, Чăваш Республики çак ӳсĕм хăвăртлăхĕпе округра 3-мĕш вырăна тухнă. «Çак ăнăçусене пĕрле турăмăр. Яланах çапла тăрăшса, пĕр-пĕрне йывăр самантра пулăшса ĕçлесен Чăваш Ен тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ çĕнĕ çулта пурне те ăнăçусем суннă май. Тĕплĕнрех



26 декабря 2012
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter