Кадр политики, бюджет укçине перекетлесси ...

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăххăрмĕш сессийĕн кун йĕркине çирĕплетиччен унта тата тепĕр икĕ ыйту кĕртме сĕнчĕç. Вĕсем - «Раççей Федерацийĕн гражданĕсен тĕп прависемпе ирĕкĕсене хĕсĕрлеме хутшăннă çынсене явап тыттармалли мерăсем çинчен» федераци саккунĕ çинчен» /ăна ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ хатĕрленĕ/ тата ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕ сĕннĕ «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Раççей Федерацийĕн Правительство Председательне Дмитрий Медведева федерацин «Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ» аслă пĕлÿ паракан патшалăх бюджет вĕренÿ учрежденийĕнчи кадр политикине сÿтсе явма Чĕнсе калани çинчен». Малтанхи - политика аренинче çивĕчленнĕ ыйту, тепри - тăван республика сумĕшĕн пĕлтерĕшлĕ.

Депутатсем пĕрремĕш ыйтупа пĕр мандатлă 6-мĕш Куславкка суйлав округĕпе суйланнă Александр Разумов хăй урăх ĕçе куçнă май депутат полномочийĕсене пурнăçлама чарăнасси çинчен çырса пĕлтернине тишкерчĕç. Вăл ыйтнине тивĕçтерчĕç, Александр Валериановича патшалăх шайĕнчи ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусенчен чылайăшĕ ку е вăл саккуна улшăнусемпе хушăмсем кĕртессипе çыхăннă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Михаил Ноздряков акă Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ çинчен» саккунĕн 14-мĕш статйине мĕншĕн улшăнусем кĕртме тивни пирки тĕплĕн ăнлантарнă хыççăн депутатсен Михаил Геннадьевич патне ыйтусем пулмарĕç. Парламентарисем ăна тÿрех икĕ вулавпа йышăнчĕç.

Ун хыççăнхи пилĕк ыйту - суйлав тематикипе çыхăннисем. Улшăнусем кĕртес ыйтăва депутатсем тавлашмасăр, икĕ вулавпа йышăнчĕç. Шухăшне палăртма тухнисем Патшалăх Канашĕн Патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх, Регламент тата депутат этики енĕпе ĕçлекен комитечĕ /председателĕ Николай Малов/ питĕ тĕплĕ хатĕрленине палăртрĕç.

«Чăваш Патшалăх Канашĕн Ведомоçĕсем» тухма пăрахнăран Чăваш Парламенчĕ йышăннă саккунсене, постановленисене пичетлесе кăларасси тата Конституци вăйĕ парасси малашне мĕнле пулса пырасси пирки Комитет председателĕ Николай Малов тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Хăш-пĕр депутат Патшалăх Канашĕн хăйĕн пичет органĕ пулмаллах тесе хирĕçлеме пăхрĕ пулин те вĕсен ун пекки - «Республика» хаçат - пуррине, бюджет укçине перекетлеме вĕренмелли çинчен аса илтерсен хирĕçле кăмăлĕ сирĕлчĕ. Пурте тенĕ пекех пĕр саслă пулчĕç. «Пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн çитес çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче саккунсем хатĕрлеме малтанлăха палăртнă Программа çинчен» саккун проектне вăя кĕртрĕç. Юлашкинчен Çĕрпÿ, Красноармейски районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар хулин миравай судйисене çирĕплетрĕç.

Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн унчченхи ректорне должноçран хăтарса ун вырăнне çĕннине çирĕплетнине тĕрлĕрен йышăнчĕç республикăра, анчах юлашки вăхăтра малтанхинех каялла тавăрас юхăм вăй илсе пырать. Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче те çак ыйту çĕкленчĕ. Депутатсем агропромышленноç комплексĕ валли аслă пĕлÿллĕ специалистсем хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕнчи кадр политикине тĕплĕн тишкерме, Раççей Ял хуçалăх министерствин çак тĕлĕшпе тунă йышăнăвне хак пама тата мерăсем йышăнма сĕнсе тухнă уçă çырăвăн текстне йышăнчĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 декабря 2012
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter