ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи юлашки, шучĕпе 28-мĕш ларăвĕ пулчĕ. Ăна Иван Моторин премьер ертсе пычĕ.

Патшалăхăн 2012-2020 çулсем валли хатĕрленĕ «Чăваш Ен культури» программипе культура министрĕ Вадим Ефимов паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, ăна çулталăк каяллах йышăннă. Министерствăна çĕнĕлле йĕркеленĕ май программăна та çĕнĕ редакципе йышăнас тенĕ. Ăна пурнăçлама пĕтĕмпе 9 млрд та 20 млн тенкĕ ытларах уйăраççĕ, çав шутра 7 млрд тенки - республика бюджечĕн укçи. Иван Моторин Раççей шайĕнче те тивĕçлĕ мероприятисен планне хатĕрленĕ май ăна республика программинче шута илмелли пирки асăрхаттарчĕ. Эппин, вăхăт иртнĕ май программăра улшăнусем пулĕç.

Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вĕсен должноçри çыннисен йышăнăвĕсем тĕлĕшпе çыракан çăхавсене тишкерессин уйрăмлăхĕсем çинчен калакан положение çирĕплетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков палăртнă тăрăх - положенипе килĕшÿллĕн вăл е ку орган йышăнăвĕ тĕлĕшпе çăхава çав органах памалла. Хурав тивĕçтермесен çÿлерех тăракан инстанцие çырмалла. Пĕр самант тĕлĕшпе Правительство Пуçлăхĕн ыйту çуралчĕ: «Яваплăх мĕнлерех?» Штрафлаççĕ - хайхи орган ертÿçине 20-30 пин тенкĕ тÿлеттереççĕ иккен. Штрафлаканни кам? Хуравĕ премьера та, лару ĕçне çутатма пухăннă журналистсене те тĕлĕнтерчĕ: «Енчен те ертÿçĕ хăйĕн айăпне йышăнать тĕк - хăйне штрафлать...» - терĕ министр. «Темле çĕнĕлĕх ку...» - тĕлĕннине пытармарĕ Иван Борисович. Министерство ертÿçи ĕçе прокуратура та хутшăнни пирки каласан текех чăкăлташас темерĕ ахăр - кун йĕркинчи тепĕр ыйту çине куçрĕç.

Вăл вара - федераци бюджетĕнчен килнĕ укçана грантсен шучĕпе кăçал пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли программăсене тĕревлеме муниципалитетсене валеçсе парассипе çыхăннăскер. Ку ыйтупа та Алексей Табаковах сăмах илчĕ, финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова тÿрех асăрхаттарчĕ: «Паян - укçа куçармалли юлашки кун, финанс çулталăкĕ вĕçленет». Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă тăк, иккĕленместĕп, хăшне-пĕрне хивре сăмах тиветчех. Иван Моторин та «мĕншĕн тăсса янă?» терĕ-ха, çапах уяв умĕн ятлаçас темерĕ ахăр - укçана паянах куçармалли пирки каланă май «ăна предпринимательсем ыран-виçмине илччĕр» тенипех çырлахрĕ.

Укçа тенĕрен, кунашкал ыйту Информполитика министерстви тĕлĕшпе те пулчĕ. Фарида Муратова министерство республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа туллин усă курманни çинчен пĕлтерчĕ - премьер-министр çакăн сăлтавĕпе кăсăкланчĕ. Валентина Андреева министр куллен контрактсене хупни çинчен калани тивĕçтерчĕ пулас.

Çĕрсене ял-хула чиккисене кĕртме йышăнчĕç. Шупашкар хула округĕн лаптăкĕ вăрман фончĕн шучĕпе 475 гектар чухлĕ пысăкланать. Хайхи фонд - федераци харпăрлăхĕ, çавна май лаптăк хула территорине кĕрсен те çав харпăрлăхрах юлать. Территори хушăнни тĕп хулари экологи лару-тăрăвне лайăхлатма, кану зонисем йĕркелеме май парĕ. Ку енĕпе татах та йышăнусем пулĕç-ха. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев пĕлтернĕ тăрăх - Мускавпа пĕтĕмпе вăрман фончĕн 622 гектарне хула чиккине кĕртесси пирки калаçса татăлнă. Тепĕр лаптăк - Шупашкар районĕнче. 10 гектар Янăш ялĕн чиккине кĕрет. Унта çамрăк çемьесем валли пурăнмалли 6 çурт, шкул тăвĕç.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ача çуралнă çемьесене уйăхсерен укçа тÿлемелли йĕркепе паллаштарчĕ. Çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çак тÿлеве илме тытăнĕç. Хальлĕхе палăртнă тăрăх - унăн виçи 5504 тенкĕпе танлашмалла. Çакăн валли федераци бюджетĕнчен 104 млн тенкĕ уйăраççĕ, республика тÿпи - 24 млн тенке яхăн. Çавăн пекех хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕпе çÿремешкĕн вĕренекен ачасемпе çамрăксене 50% танлашакан çăмăллăх парассине çирĕплетрĕç.

Кăçал патшалăхăн вăл е ку енĕпе ĕçлекен чылай учрежденине пĕрлештерчĕç. Влаçсем çакна тăкаксене виçеллĕ тăвас, пĕрешкел профильлĕ учрежденисен ĕçне тухăçлăрах йĕркелес тĕллевпе сăлтавлаççĕ. Халь черетлĕ утăм пулать. Кÿкеçри тата Транспорт министерствин вĕренÿ курсĕсен комбинатне тĕп хулари «Нива» комбинатпа пĕрлештереççĕ. Шупашкар районĕшĕн ют çын пулманнине кура-ши - Анатолий Князев вице-спикер ыйту пачĕ: «Кÿкеçри комбината пĕрлештернин мĕн усси?» Иван Моторин ку ыйтăва вăрах тишкерсе çак йышăну патне çитни пирки каласан унăн та хирĕçлес кăмăлĕ сÿнчĕ пулас.

Республикăн çарпа патриот тата граждансене çар службине хатĕрлессин центрне туса хурасси тавлаштармарĕ. Обществăшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене йышпа сÿтсе явмалли, граждансем хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерме пухăнмалли ятарлă вырăнсене палăртассине те хăвăрт татса пачĕç. Чăваш Енре пĕтĕмпе çавнашкал 406 вырăн пулать. Хула çумĕнчи чукун çул транспорчĕпе пассажирсене илсе çÿремелли тарифсем пирки те сăмах пулчĕ. Хак ÿсет, апла пулин те чукун çул пысăкланнă хаксем те хăйĕн çухатăвне саплаштарайманнине палăртнине кура бюджетран укçа уйăрма тивет.

Правительство пуçлăхĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов 2013 çулта Республика кунне хатĕрленсе ирттерес ыйтупа сăмах илчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн çитес çул уяв Шупашкарта тата Тăвай районĕнче иртĕ. Хатĕрленме пуçламалла.

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсен çитес çулхи планне çирĕплетрĕç. Сăмах май, Александр Иванов палăртнă тăрăх - кăçалхи 28 ларура Правительство членĕсем 541 ыйтăва тишкернĕ. Пысăк пайĕ - Строймин тăратнăскерсем /90 ыйту/. Çавăн пекех Сывлăх сыхлавĕн /66/, Вĕренÿ /60/ министерствисен те Правительство шайĕнче татса памалли ыйтусем йышлă пулнă. ("Хыпар" хаçат хатĕрленĕ)



27 декабря 2012
14:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter