Инвестицисем - аталану никĕсĕ

Раштавăн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Калугăра РФ Патшалăх Канашĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвне хутшăннă. Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен ертÿçисен йышĕнче вăл «Росва» индустри паркĕнче пулнă, «Пежо Ситроен Мицубиси Автомобили РУС» ООО завочĕн ĕçĕпе паллашнă.

«Фольксваген Груп Рус» заводра регионсен инвестици илĕртÿлĕхне çĕклес ыйтусемпе «çавра сĕтел» иртнĕ, унта федераци субъекчĕсен ертÿçисем хутшăннă. Раççей Президенчĕн пулăшуçи Юрий Трутнев регионăн инвестици илĕртÿлĕхĕ нумай ыйтăва татса пама, экономикăпа социаллă сферăна аталантарма, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшнине палăртнă.

Калуга облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Анатолий Артамонов хăй ертсе пыракан регион тĕслĕхĕпе усă курса инвестицисем илсе килессипе çыхăннă опытпа паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - инвестици климатне лайăхлатас тĕлĕшпе ют çĕр-шывсен - Китайпа Турцин, Америкăн, ыттисен - опычĕ пысăк пулăшу кÿнĕ. Чи малтанах тĕрлĕ документа хатĕрлес тĕлĕшпе бюрократи чăрмавĕсене сирни инвесторсем валли меллĕ условисем йĕркелеме май панă. Тепĕр тапхăр - 54 тăваткал километра яхăн лаптăк йышăнакан, тĕрлĕ отрасль резиденчĕсен 70 ытла компанийĕ вырнаçнă 9 индустри паркĕн территорийĕсенче çĕнĕ йышши хăватлă инфратытăм йĕркелени.

Калуга облаçĕн правительстви индустри паркĕсен аталанăвне 12,5 млрд тенкĕ хывнă, инвесторсем 2011 çулта тÿленĕ налуксен виçи 11,5 млрд тенке яхăн пулнă, кăçал çак виçе татах пысăкланмалла. Çак тата ытти укçа облаçри вăтам шалу виçине ÿстерме май панă. «Калуга облаçĕ ĕç укçин шайĕпе федерацин Тĕп округĕнче Мускав хули тата Мускав облаçĕ хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнать», - тенĕ Анатолий Артамонов.

Калугăра çуралнă тĕп сĕнÿсемпе шухăшсене паян Мускавра Кремлĕн Пысăк керменĕнче РФ Патшалăх Канашĕн Владимир Путин Президент ертсе пынипе иртекен ларăвĕнче тишкерĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
27 декабря 2012
14:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter