Элĕк районĕ: çĕнĕ 15 трактор туянчĕç

Районти ял хуçалăх предприятисем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем çĕнĕ техника туянассипе хăш-пĕр ÿсĕмсем турĕç. Кăçал тракторсем кăна пурĕ15 единица илнĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенчен «Алмаз», «Новый путь» хуçалăхсен машина-трактор паркĕсенче çĕнĕ «уй-хир карапĕсем» хушăнчĕç. А.Петров, С.Волков, С.Егоров хресчен-фермерсем çĕнĕ йышши «Белорусь-892» тракторсем илчĕç. Харпăр хăй участокĕнче ĕçлеме 10 çын трактор туянчĕ.



28 декабря 2012
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter