Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасем валли ирттернĕ Çĕнĕ çул елкине хутшăннă

Раштавăн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасем валли ирттернĕ Çĕнĕ çул елкине çитсе килнĕ. Уяв Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Мероприятие республикăри хуласемпе районсенчен 700 яхăн шкул ачи хутшăннă. Вĕсен шутĕнче шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыракансем, обществă пурнăçне активлă хутшăнакансем, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерÿçисем, ăмăртусемпе олимпиадăсене хутшăнса мала тухнисем пулнă. Пухăннă шкул ачисене Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ çул уявĕпе саламланă май шкулта лайăх вĕренсе пынишĕн тав тунă. Малашнехи пурнăçра та пухнă пĕлӳпе тухăçлăн усă курса вăйлă çын пулма сĕннĕ. «Ăс хакăл енчен пуян ăс-тăнлă çын яланах пурнăçра хăйĕн çул-йĕрне тĕрĕс шыраса тупать, йăнăшсем те сахал тăвать, пысăк çитĕнӳсем тума пултарать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Уяв мероприятийĕнче ачасене валли пуян программа хатĕрленĕ. «Али-Баба» кĕввипе лартнă юмах ачасен кăмăлне тултарнă. Елкăна килнĕ кашни ача Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех



28 декабря 2012
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter