Шкул ачисем – пулас абитуриентсем

Районти 11 классенче вĕренекенсем республикăри аслă шкулсенчи ăслăлăх ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. 2013 çулта 11 класран 157 çамрăк вĕренсе тухать. Вĕсен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов сăмах каланă. Вăл пулас абитуриентсене професси суйласа илнĕ чухне тĕрĕс утăм тума сĕннĕ, района çамрăк кадрсем кирлине палăртнă.

Кун хыççăн Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В. Андреев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ А.Китаев, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕн çумĕ С. Чучкалов, Чăваш ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн деканĕ Е.Максимов шкул ачисене вĕренме кĕмелли йĕркесемпе, пулас специальноçсемпе паллаштарнă.



28 декабря 2012
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter