“Хăвăр тĕслĕхĕрпе ыттисене хĕмлентерĕр...”

Раштавăн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри ачасен Çĕнĕ çул уявĕнче пулнă. Асăннă мероприяти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Унта район-хулари çул çитмен 700 яхăн çамрăка - шкулта лайăх вĕренекенсене, общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнакансене, конкурссенче, ăмăртусенче, олимпиадăсенче çĕнтернисене - йыхравланă.

Шкул ачисене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă май Михаил Игнатьев вĕсене вĕренÿри лайăх кăтартусемшĕн, Чăваш Енĕн тĕп чăрăшĕ тавра пухăнмашкăн тивĕçме пулăшнă ăнтăлушăн тав тунă. Вĕренекенсене вăл шкулта пухнă пĕлÿпе пĕлсе усă курмашкăн, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ыттисене хĕмлентермешкĕн тата пурнăçра çитĕнÿсем тумашкăн ырлăх-сывлăх суннă. "Ăнтăлуллă та çирĕп кăмăл-туйăмлă çын тĕрĕс çулпа пырать, йăнăшсенчен пăрăнса иртет, пысăк çитĕнÿсем тăвать", - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Ачасем валли чăннипех пуян программа хатĕрленĕ, вĕсем "Али-Баба" кĕвĕ-çемĕллĕ юмаха курса савăннă, Хĕл мучипе тата Юр пикепе пĕрле тĕрлĕ вăйă-кулла хутшăннă. Кашниех Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çĕнĕ çул саламĕпе тата парнине тивĕçнĕ.

Республикăри ачасен Çĕнĕ çул уявĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 2012 çулхи раштавăн 26-28-мĕшĕсенче иртнĕ, вĕсене Чăваш хутлăхĕн район-хулин 2,5 пин ачи хутшăннă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 декабря 2012
13:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter