Муркаш районĕ: питĕ пархатарлă ĕç

Чирлисене юн парса пулăшасси – питĕ пархатарлă ĕç. Çак ĕçе республикăра юлашки çулсенче çын йышлăрах хутшăнма пуçларĕ. Муркаш районĕнче те юн паракансене çитес кунсенче ятарлă графикпа йышăнаççĕ: декабрĕн 5-мĕшĕнче – Йÿçкассинче, декабрĕн 13-мĕшĕнче – Нискассинче, декабрĕн 18-мĕшĕнче – Турайра, декабрĕн 19-мĕшĕнче – Москакассинче, декабрĕн 20-мĕшĕнче – Шетмĕпуçĕнче, декабрĕн 24-мĕшĕнче – Ярапайкассинче, декабрĕн 25-мĕшĕнче – Мăн Сĕнтĕрте, декабрĕн 26-мĕшĕнче – Муркашра, декабрĕн 27-мĕшĕнче – Юнкăра. Донорсене паспорт пулсан çеç регистрацилеççĕ. Юн панă кун донорсене апатланма 120 тенкĕ компенсаци параççĕ, гемотрансмиссивлă инфекцисенчен тĕрĕслеççĕ. Кунсăр пуçне çак кун ĕçрен хăтармалли (уншăн ĕç укçине тÿлеççĕ) справкăпа тивĕçтереççĕ. Донорăн тата тепĕр кун кану кунĕ илме право пур (Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн). Юн парассинчен хăрамалли нимĕн те çук. Организм панă юн çийĕнчех пухăнать, çĕнелет. Донорсене медицина ĕçченĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Юн илнĕ чухне пĕрре усă курмалли хатĕрсемпе çеç ĕçлеççĕ. Пирĕн район çыннисем çак пархатарлă ĕçе активлă хутшăнасса шанатпăр.



03 декабря 2012
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter