Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе канашлу ирттернĕ

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин  Информполитика министрĕ  Валентина Андреева патшалăх пулăшăвĕсене электронлă майпа Чăваш Енре тивĕçтересси ыйту епле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Министр палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен Порталĕнче 2010-мĕш çулранпа 487 тĕслĕ пулăшу паракан майсем пур. Граждăнсен ыйтăвĕсене ытларах Шупашкарта, тата Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç органĕсенче тивĕçтереççĕ. Вĕсем: Вĕренӳ министерствинче, Сывлăх министерствинче, Юстици министерствинче тата Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службинче. Республикăри çынсене ытларах налуг тӳлессипе, техосмотр, автомашинăсене регистрацилеме, штрафсем тӳлессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама пулăшу кӳнĕ. Чăваш Ен Премьер-министрĕ çынсен ыйтăвĕсене электронлă майпа тивĕçтермелли майсене тата та анлăлатма майсем тупса пама хушса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ  пулăшусен тивĕçтерĕвне аталантарас ĕçе вăйлатма, çулталăк вĕçлениччен палăртнă мĕн пур мероприятие пурнăçлама хушнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ Алексей Табаков Чăваш Республикинче курăмлă объектсене çĕклесе лартма уйăрнă укçа-тенкĕпе епле усă курни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Иван Моторин çĕкленекен объектсене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. Çитменлĕхсене тупса палăртса çийĕнчех пĕтерме асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков халăхшăн социаллă витĕмлĕ таварсен хакĕсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Енре таварсем Атăлçи федераллă округри регинсемпе танлаштарсан самай пĕчĕк пулнине каланă. Çав шутрах Раççей Федерацийĕнчи регионсен рейтингĕнче иккĕмĕш уйăх Чăваш Республики малтисен ретĕнче тăнине асăннă. Чăваш Енре çынсемшĕн чи кирлĕ эмелсен хакĕсем пирки пысăк улшăнусем çукки пирки Чăваш Республикин Сывлăх минстерстви çирĕплетнĕ. Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



03 декабря 2012
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter