Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юридици пĕрлĕхĕн хисеплĕ ĕçченĕсене саламлани

Професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланине йышăнсамăр!

Вăйра тăракан нормативлă актсене тĕрĕс те пĕр кăлтăксăр пурнăçласси, патшалăх тата бизнес интересĕсене, этем прависемпе ирĕклĕхĕсене витĕмлĕн хÿтĕлесси юристсен ĕçĕнчен килет. Право сферинче вăй хуракан специалистсем пысăк ăсталăхлă тата пуçаруллă пулмалла, лару-тăрăва тĕрлĕ енлĕн тишкерме, информаципе ĕçлеме пĕлмелле. Хальхи Раççей обществин пурнăçĕ право нормисене çирĕппĕн пăхăнса тăрать. Саккун аслăлăхне, ун умĕнче кашни гражданинах, социаллă статусне, обществăра йышăнса тăракан вырăнне, пурнăçлакан ĕç-хĕлне е йышăнакан должноçне пăхмасăр, пĕр пекех яваплă пулнине тивĕçтересси юридици пĕрлĕх йышне кĕрекен çынсен професси ăсталăхĕнчен тата тÿрĕ кăмăллăхĕнчен килет. Чăваш Енре право патшалăхне çирĕплетме тата граждан обществине аталантарма пулăшакан политика ăнăçлăн пурнăçланать. Чăваш Республикин Общество палатин, этем прависемпе тата ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйсен институчĕсене йĕркеленĕ. Чăваш Ен юрисчĕсем хăйсен професси тивĕçне – тĕрĕслĕхпе гуманлăх принципĕсене саккунпа килĕшÿллĕн хÿтĕлессине – малашне те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырассине çирĕппĕн шанса тăратăп. Юридици  ветеранĕсене уйрăмах тав тăватăп, вĕсем хăйсен пуян тата паха опычĕпе çамрăк ăрăва туллин паллаштараççĕ. Республикăри пĕтĕм юридици пĕрлĕхне Саккун йĕркисене çирĕплетес енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçре çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                         М.Игнатьев



03 декабря 2012
07:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter