Элĕк районĕ: ĕç ветеранĕсене - çăмăллăхсем

Районта «Чăваш республикин ĕç ветеранĕ» ят илессипе граждансенчен заявленисем йышăнасси малалла пырать. Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, пенси çулне çитнĕ хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул, арçынсен 45 çул пулсан «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме право пур. Ку енĕпе документ тăратнисем районта 390 çын шутланаççĕ. Асăннă хисеплĕ ята 383-шĕ тивĕçнĕ те ĕнтĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн республикăри ĕç ветеранĕсем уйăхсерен 980 тенкĕ компенсаци илеççĕ. Çавăн пекех вĕсен телефонпа тата радиопа усă курнăшăн тÿленĕ чухне çăмăллăх пур.



03 декабря 2012
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter