Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин Коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Паян, раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствин Коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Канашлăва республикăри хуласемпе районсен администрацисен пуçлăхĕсем, вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракансем пухăннă. Канашлури тĕп ыйтупа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тухса калаçнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче ача сачĕсемпе шкулсенче вăй хуракансен профессиллĕ пĕлӳ шайĕнчен малашнехи тĕнчен пуласлăхĕ нуммай килнине палăртнă. Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра ача сачĕсене вырнаçма тăнă виçĕ çултан пуçласа çичĕ çула çитиччен пепкесене 2013-мĕш çулăн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен  черете пĕтерме палăртса хунине каланă. 2015-мĕш çул тĕлне çулталăк çурăран пуçласа черете тăнă ачасен шутне пĕтĕмпех тивĕçтерме палăртнă. Сăмаха май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулипе районĕн, Патăрьел администрацисен ертӳçисене ача сачĕсенче тимлекенсен ĕç укçине кирлĕ пек ӳстерменнишĕн çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă.  Палăртнă муниципалитетсенче ĕçлекен пуçлăхсем палăртнă кăлтăксене çулталăк вĕçлениччен пурнăçлама сăмах панă. Вĕрентӳ учережденийĕсен ертӳçисем шкул столовăйĕсенче тимлекенсем шкул апачĕн пахалăхĕпе ытларах кăсăкланнине палăртнă. Паян республикăри ачасен 92 проценчĕ шкулта апатланать. Республика Пуçлăхĕ шкулта вĕренсе тухакан ачасем сывлăх енчен имшер пулнине палăртнă. Тепре чухне сăлтавĕ, шкулта пахалăхлă шкул апачĕпе апатланманни. Паян пур шкулта та вĕри апат çитерме майсем пур. Ачасене вĕри апатпа тивĕçтерме хушса хăварнă пухăннисене республика Пуçлăхĕ. Шкулсене çамрăк вĕрентекенсене явăçтарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. Ку енĕпе Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Каçал Ен, Улатăр, Канаш районĕсенче лару-тăру аван пулнине палăртнă. Çав вăхăтрах Элĕк, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче палăртнă ыйту çивĕч тăрать.  Михаил Игнатьев шкулсенче вĕрентекенсен пайне çĕнетсе ылмаштарса пымасан, вĕрентӳ политикине ырă енне улăштарма йывăррине палăртнă. Вĕрентекенсен ĕç укçине вăхăтра тата кирлĕ пек ӳстерсе пырсан, шкула ĕçлеме килес текен çамрăксен хисепĕ те куç кĕретех ылмашĕ. Пухăннă ертӳçĕсене вырăнта шкул директорĕсемпе вĕрентӳ тытăмне çĕнетсе ылмаштарассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле канашласа сӳтсе явма сĕнсе хăварнă. Палăртнă çĕнĕлĕхсемпе пурин те 2013-мĕш çул пуçламĕшĕнче усă курма тытăнмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Канашлура аслă шкулсене вĕренме кĕрекенсен шучĕ пысăк пулнине палăртнă, çав вăхăтрах техникумсемпе училищăсене вĕренме каяс текенсем сахалланса пыраççĕ. Паян ĕç рынокĕнче ытларах рабочий професси илнĕ специалистсем кирлĕ. Тепре чухне аслă пĕлӳ илнĕ специалист та ĕçсĕр çӳреме пултарать. Ячĕшĕн çеç вĕренсе тухнă специалистсен ĕç вырăнне тупма хĕн. Канашлура Шупашкар хулин, Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар районĕсенче вĕрентӳ тытăмĕнче вăй хуракан ертӳçĕсем 2012-мĕш çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă.

 



04 декабря 2012
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter