«Сенкер инçет » олимпиада

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕ 10-11-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Сенкер инçет - / «Голубой горизонт - 2» олимпиада ирттерет:

- Тăван ен культури;

- Чăваш чĕлхипе литератури (чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем валли);

- Чăваш чĕлхипе литератури (вырăс шкулĕсенче вĕренекенсем валли).

Олимпиада икĕ тапхăрпа иртет:

I тапхăр (куçăн мар) – раштав уйăхĕн 11-18 -мĕш кунĕсенче (интернетра);

II тапхăр (куçăн) – нарăс уйăхĕнче (чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче).

Олимпиада йĕркипе тĕплĕнрех çывăх вăхăтра асăннă факультет сайтĕнче паллашма май пулĕ.



04 декабря 2012
15:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter