Вăрмар районĕ: профессиллĕ ăсталăха ÿстерсе

Кашни çулах математикăпа физика предмечĕсене вĕрентекенсен ассоциацийĕ районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче ларусем, шкул ачисем валли наукăпа практика конференцийĕсем ирттерет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕренпе «Манăн чи лайăх урок» конкурс ирттерме тытăннă. Унта математикăпа физика предмечĕсене вĕрентекенсем 20 ытла çын хутшăннă. Ассоциаци членĕсем математика, физика, астрономи предмечĕсемпе шкулти, çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. Иртнĕ кунсенче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта математика предметне вĕрентекенсем Л.Уливанова, Т.Шмелева «Математикăна лайăх пĕлекен ачасемпе ĕçлессине йĕркелесси» республикăри семинара хутшăннă. Унти пуян информаципе районти ассоциаци ларăвĕнче паллаштарнă.



05 декабря 2012
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter