Тăван сасса хулара итлеме май пулĕ

Чăваш наци радиовне ялта кăна итлеме май пурри пирки республикăн шĕкĕр хулинче тĕпленнисем пăшăрханса калаçнине час-часах илтме пулатчĕ. Интернетпа итлеме май пурччĕ-ха, анчах çыхăну тăтăшах татăлса кайни вĕчĕрхентеретчĕ. Малашне кулянмашкăн сăлтав пулмĕ - Шупашкарта тата спутник-хулара тĕпленнисем те (кунта вара республикăри халăхăн çуррине яхăн пурăнать) çитес вăхăтрах чăваш сăмахне, юрри-кĕввине итлесе киленме пултарĕç. Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕ йĕркеленĕ «Тăван радио» 100,3 МГц хум çинче эфира тухĕ. Ăна республикăн кирек хăш кĕтесĕнче те итлеме май пулĕ.

Тахçанах канăç паман ыйтăва мĕнле майпа татса пама май килнĕ-ха? Мускавра ноябрĕн 28-мĕшĕнче радиохумсен ятарлă конкурсĕ иртнĕ. Унта республика интересĕсене ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ И.Кушев хÿтĕленĕ. Шупашкара тивĕçекен хумсемшĕн Чăваш наци радиовĕсĕр пуçне Мускаври сумлă радиостанцисем те тупăшнă: «Серебряный дождь», «Радио-дача», «Аура-радио». Наци радиовĕ республика халăхне питех те кирлине сумлă жюрие ĕнентерме пултарнă чăвашсем.

Чăвашла пĕлменнисен те пăшăрханмах кирлĕ мар - кăларăмсене вырăсла та хатĕрлеме палăртаççĕ журналистсем, жанр уçлăхĕ те анлăланĕ. Çавăн пекех планра - аякри йăхташăмăрсемпе çыхăну йĕркелесси, республика тулашĕнче тĕпленнĕ паллă çыннăмăрсемпе паллаштарасси.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем те тăван чĕлхеллĕ радиопа киленеймен.

Малашне чăваш сăмахĕ радиохум çинче республикăра пур çĕрте те янăрĕ. Çакă чăваш халăхне пĕрле пулма ытларах майсем туса парĕ.



05 декабря 2012
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter