Вăрнарсем яланхиллех хăйсен илĕртÿллĕ ташшисемпе тыткăнланă

Фитнес-аэробика енĕпе иртнĕ зонăри ăмăртусенчи призлă вырăнсене пĕтĕмпех вăрнарсем çĕнсе илнĕ.

Ташă турнирне Вăрнарта пуçласа ирттерни ăнсăртран мар. «Химик» спорт клубĕн тренерĕн Елена Аликован вĕренекенĕсем Раççей шайĕнчи конкурса тухма пултарчĕç. Çĕрпелти Наталья Андреева ертсе пыракан ушкăн та республикăра ырă ят çĕнсе илчĕ.

Ачасем виçĕ категорире ăмăртнă: 8–10, 11–13 тата 14–16 çулсенчи ушкăнсенче. Зонăри ăмăртура çавăн пекех Канаш тата Елчĕк районĕсенчи спорт ташă ушкăнĕсем тупăшнă. Вĕсен фитнес-аэробикăри пултарулăхне çивĕч жюри хакланă: Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕн заместителĕ Наталья Ахмедова-Смолина, фитнес-аэробика енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ Анастасия Михеева, «Химик» спорт клубĕн тренерĕсем Елена Аликова тата Ирина Куркина, ача-пăча ÿнер шкулĕн хореографи ертÿçи Ольга Варюхина.

Вăрнарсем яланхиллех хăйсен чĕртекен илĕртÿллĕ ташшисемпе тыткăнланă, ахальтен мар вĕсем призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ: 8–10 çултисен ушкăнĕнче – Туçи Мăратри шкул команди (ертÿçи – И.Малова), 11–13 çултисен ушкăнĕнче – Çĕрпелти «Карамельки», 14–16 çултисен ушкăнĕнче «Ремикс» ушкăнсем (Н.Андреева) пĕрремĕш вырăн йышăннă.

2-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Настя Латухина ертсе пыракан «NEXT» ушкăн кĕмĕл призер пулса тăнă.

Командăсен умра – черетлĕ ăмăрту. Вăл январьте Шупашкарта иртĕ.

Зонăри ăмăртусене хутшăннă командăсем маларах районти конкурсра çĕнтернĕ. Вĕсем вун çичĕ команда хушшинче мала тухнă.

 

Семен – каллех пĕрремĕш!

Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Совет Союзĕн Геройне Николай Дудецкие асăнса ирттернĕ матч тĕл пулăвĕнче Шĕнер Ишек каччи 600 метрлă дистанцире чемпион пулса тăнă.

Кÿстÿмĕрти шкулта вĕренекен Диана Политова 1000 метрлă дистанцие иккĕмĕш результатпа вĕçленĕ.



05 декабря 2012
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter