Вăрмар районĕ: сывă çамрăксем - сывă Раççей

Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акцие хутшăнса «Сывă çамрăксем - сывă Раççей» информаци сехечĕ ирттернĕ. Мероприятие çак ыйтусене сÿтсе явас тĕлĕшпе районти шкул вĕренекенĕсем тата вĕрентекенсем пуçтарăннă. «Алкоголизм çын организмне витĕм кÿни», «Пирус туртнине çук тесе калăр» электрон презентацисем ирттернĕ. Шкул ачисем «Туртакан пĕлме тивĕç», «Сăра ĕçнин хурлăхлă витĕмĕ», «СПИД шухăша яма тивĕç», «Спорт - вăл сывлăх», «Пурнăç пурăнма чĕнет», «Пурăнас тесен туртма пăрах» буклетсемпе паллашнă.



05 декабря 2012
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter