Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ Юрий Чайка Шупашкарта оперативлă канашлу ирттернĕ

Паян, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Шупашкар хулине ĕçлĕ визитпа Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕ Юрий Чайка килсе çитнĕ. Республикăн тĕп хулин аэропортĕнче сумлă хăнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Генеральнăй пркурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, Чăваш Республикин Генеральнăй прокурорĕ Владимир Метелин тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ. Ĕçлĕ визитăн программин тĕп ыйтăвне пурăнмалли çурт-йĕр тытăмĕнчи ыйтусем саккунпа килĕшӳллĕн епле пурнăçланса пынине  республикăри прокуратура, право сыхлакан органсенче тимлекенсемпе пĕрле сӳтсе явнă. Юрий Чайка хăйĕн сăмахĕнче федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче,  9 уйăх хушшинче прокуратура ĕçченĕсем ЖКХ тытăмĕнче право йĕркине пăснă  50 пин тĕслĕх тупса палăртнă, пĕлтĕрхи çул çулталăкĕпе -  54 пин, унсăр пуçне ытти кăлтăксене те тупнине палăртнă. Патшалăх финанс енчен ЖКХ тытăмне кирлĕ пек пулăшусем кӳрет пулин те, хăш-пĕр регионсенче ку енĕпе лару-тăру пур-пĕрех çивĕч тăнине каланă. Палăртнă тытăма аталанма уйăрнă укçа-тенкĕпе нуммай чухне эффективлă усă курманни сисĕнет. Хăш-пĕр регионсенче ЖКХ тытăмĕнчи ĕçсене пурнăçлама муниципаллă контрактсене кирлĕ пек пурнăçламаннине палăртнă. Федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче палăртнă тапхăрта право йĕркине сыхлакан органсем пурĕ 357 уголовлă ĕç пуçарнă. 2011-мĕш çулта округра прокуратура ĕçченĕсем йĕркене пăснă тупса палăртнă тĕслĕхсемпе следстви органĕсем 60 процента яхăн уголовлă ĕç пуçарнă, кăçал – 54 процент. Калăпăр, Саратов облаçĕнче 9 уйăх хушшинче 6 пин йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсенчен 30-не  уголовлă майпа ĕç пуçарнă. Самар облаçĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ çав хисепех, анчах та уголовлă ĕçе 5 хут сахалрах пуçарнă. Калăпăр, Мордови Республикинче прокуратура тĕрĕслевĕ хыççăн пĕр уголовлă ĕç те пуçарман. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев калаçнă. Округра ЖКХ тытăмĕнчи ыйтусенче ытларах прокуратура витĕмĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарса хăварнă. ЖКХ сферинче право хуралĕн органĕсем çителĕксĕр ĕçленине çирĕплетнĕ. Пурăнмалли çурт-йĕр тытăмĕнче тарифсене йышăнассипе çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсм ытларах пулнине каланă. Канашлура покурорсен ĕçĕсене тишкернĕ, пĕр–пĕрин опычĕпе паллашнă.

 



05 декабря 2012
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter