Елчĕк районĕ: Аслă Вĕрентекенĕмĕр ялĕнче

Эпир, районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, Тутарстанри Кăнна Кушкинче пултăмăр. Сăрт çинчен ал тупанĕ çинчи пек курăнать вăл. Яла пырса кĕнĕ çĕртех икĕ хутлă шкул, И.Я.Яковлев музейĕ. Акă вăл мăнаçлă ял, Яковлев çĕр-шывĕ! Мĕн пĕчĕкрен пĕлетпĕр çак ял ятне. Хамăртан инçех те мар иккен вăл! "Пĕчĕк Ванюшка çак ял çĕрĕ çинче чупса çитĕннĕ, кĕтỹ кĕтнĕ, кунти сывлăшпа сывланă...", - шутласа илетĕн хăв сисмесĕрех. Кунта паллă çыравçăсем çуралса ỹснĕ: Игнатий Иванов, Тихăн Петĕркки, Максимов-Кошкинский, Александр Алка. Вĕсем пурте чăваш литературинче паллă йĕр хăварнă. Шкул умĕнче пире И.Я.Яковлев музейĕн директорĕ А.Пыркин ăшшăн кĕтсе илчĕ. Музей Иван Яковлев уçнă кивĕ шкул çуртĕнче вырнаçнă. Шалта чăваш аваллăхĕ, унăн историйĕ сыхланса юлнă. Шултра хыр пĕренесем, çỹллĕ мачча темле асамлăх упраççĕ тейĕн... Хура партăсем, грифель хăмасем, ураллă пĕчĕк доска, вăхăт нумай иртнипе саралса кайнă хытă хуплашкаллă журнал - ку ĕлĕкхи чăваш шкулĕн класĕ. Кунтах ачасем ăсталанă япаласем, ĕç хатĕрĕсем. Ун чухне И.Я.Яковлев чăваш ачисене хутла çеç мар, ĕçе те вĕрентес тесе тимленĕ-çке-ха. Тепĕр пỹлĕмре хресченĕн килне сăнланă. Йывăç сĕтел-пукан, арча, çỹпçе, хупран тунă сăпка, пир кĕпесем - пурне те каласа пĕтереймĕн. Алексей Александрович экскурсовод кашни экспонат çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Атăлçи Пăлхар патшалăхне халалланă стенд умĕнче чарăнатпăр. Куçсем карта çинче Пăлхар хулине, Аслă Таяпа хулашне (вăл Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çурçĕр хĕвел анăç чиккинчи хулаш пулнă) шыраса тупрĕç. Епле аслă халăх эпир, чăвашсем! И.Я.Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне кăтартакан пỹлĕме темиçе пая пайланă. Кунта унăн автобиографийĕпе, ытти историлле документсемпе, интереслĕ экспонатсемпе паллашрăмăр. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи нумай çĕннине пĕлтĕмĕр. Уйрăмах И.Я.Яковлев несĕлĕн сăн ỹкерчĕкĕсен стенчĕ кăсăклантарчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Байдеряков пире шкулпа паллаштарчĕ. Шкулта 22 ача вĕренет. Классем ăшă, çутă, хăтлă. Чăваш чĕлхипе литература кабинетĕнче компьютер, музыка центрĕ, телевизор пур, сĕтел-пукан çĕнĕ. Вĕренме те, вĕрентме те пĕтĕм услови пур кунта. А.Байдеряков каланă тăрăх, Вĕрентекен çулталăкĕнче кашни учителе ноутбукпа тивĕçтернĕ.



05 декабря 2012
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter