Хаксем пĕчĕкрех

Раштавăн 3-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿрессипе çыхăннă лару-тăру, ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвне лайăхлатас енĕпе тăвакан ĕç çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикин Патшалăхăн тата муниципалитетсен порталне пулăшу ĕçĕсен 487 тĕсне вырнаçтарнă. Шупашкар хула администрацийĕ, ĕç тăвакан влаçăн 5 органĕ /Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕ, Юстици, Культура министерствисем тата Ĕçлев служби/ пулăшу ĕçĕсене граждансене электрон мелĕпе кÿрет. Çынсем çак майпа паспорт тума, водитель удостоверенийĕ илме, пурăнакан вырăнта регистрациленме, Пенси фончĕн кăтартăвĕсене илме, штрафсене, налук парăмĕсене тĕрĕслеме, техника тĕрĕслевĕнче пулма, автомобиль регистрацилеме ытларах усă кураççĕ.

Авăн уйăхĕнче патшалăхăн тата муниципалитетсен тата 50 пулăшу ĕçне электрон мелĕ çине куçарма пуçланă, ку ĕçе Çĕнĕ çулччен вĕçлесшĕн. Хальхи вăхăтра ведомствăсен информаци тĕлĕшпе электрон мелĕпе çыхăну тытса ĕçлессине социаллă пĕлтерĕшлĕ 14 пулăшу ĕçĕ тĕлĕшпе йĕркеленĕ. Ĕç тăвакан влаç органĕсем федераци органĕсен сервисĕсене эрнесерен тестлаççĕ. Тухса тăракан ыйтусем техника шайĕнчисем, вĕсене çывăх вăхăтрах сирĕç. Республика РФ субъекчĕсем федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенчен электрон мелĕпе илекен кăтартусене тестлас енĕпе çĕр-шывăн ултă «пилот» регионĕн шутне кĕнĕ. Премьер-министр граждансем патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсемпе электрон мелĕпе усă курмалли майсене анлăлатас тĕлĕшпе пĕтĕмпех тума хушнă.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков Министрсен Кабинечĕн федерацин Чăваш Ен территорийĕнчи капиталлă строительство объекчĕсене хывнă бюджет инвестицийĕсемпе туллин усă курасси çинчен кăларнă хушăвне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх - федераци ассигнованийĕсен çулталăкри калăпăшĕ 15,4 млрд яхăн тенкĕпе танлашнă. Çав шутра капиталлă строительство объекчĕсем валли - 7,2 млрд тенке яхăн. Хальлĕхе çулталăк лимичĕн 90,6% килнĕ. Темиçе объекта шута илмесен укçапа графиксемпе килĕшÿллĕн усă кураççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти лаша спорчĕн комплексĕн, Патăрьелĕнчи бизнес-инкубатор строительстви, Шупашкар аэропорчĕн радиолокаци комплексĕ валли уйăрнă инвестицисемпе туллин усă курман. Унсăр пуçне Çĕрпÿри тасатакан биологи сооруженийĕсен тата Шупашкарти Маунтинбайк аталанăвĕн центрĕн строительствинче пурнăçланă ĕçсене тивĕçлĕ хутсемпе çирĕплетмен.

Иван Моторин патшалăх заказчикĕсен укçапа туллин усă курмаллине палăртнă, вĕсене строительство ĕçĕсене тĕрĕслесех тăма, ыйтусене оперативлă татса пама хушнă.

Алексей Табаков çавăн пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен, апат-çимĕçĕн, çунтармалли-сĕрмелли материалсен тата эмелсен хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Пĕлтĕрхи раштаврипе /105,6%/ танлаштарсан кăçалхи юпа уйăхĕнче республикăра инфляци 104,8% танлашнă. Апат-çимĕç хакĕсем 4,3% ÿснĕ, апат-çимĕç мар таварсен - 3, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсен - 9%. Таварсемпе пулăшу ĕçĕсен /104,8%/ тата апат-çимĕç мар таварсен /103%/ потребитель хакĕсем республикăра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи пĕчĕккисем. Апат-çимĕçĕн потребитель хакĕсен индексĕпе /104,3%/ Чăваш Ен округри регионсен хушшинче 13-мĕш вырăнта, Саратов облаçĕ çеç пирĕнтен аяларах.

2012 çул вĕçĕнче инфляци 105,8% шайĕнче пулмалла, ку Раççейри вăтам кăтартуран /107%/ 1,2 пункт пĕчĕкрех. Кăçалхи кăрлач-юпа уйăхĕсенчи социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç таварĕсен хакĕпе Чăваш Республики Раççей регионĕсен рейтингĕнче 2-мĕш уйăх лидер позицине йышăнать.

Çунтармалли-сĕрмелли материалсен потребитель хакĕсен мониторингĕн кăтартăвĕсем тăрăх - кăçал А-76 бензин хакĕ 4,1% /1,02 тенкĕ/ пысăкланнă, АИ-92 бензинăн - 6,4% /1,68 тенкĕ/, АИ-95 бензинăн - 7% /1,99 тенкĕ/, дизель топливин - 4,8% /1,35 тенкĕ/. АЗСсенчи бензин, дизтопливо хакланнин сăлтавĕсен шутĕнче - вĕсемпе курттăммăн тивĕçтерекен компанисем хаксене пысăклатни.

Эмелсене илес тĕк - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ препаратсен шутне кĕмен медикаментсен 17 позицийĕ хакланнă, 13 позици йÿнелнĕ. Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх - вак суту-илÿри хаксене палăртнă чух йĕркене пăснине тупса палăртман.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 декабря 2012
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter