Епископ хиротонине хутшăннă

Раштавăн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа пĕрле Мускавра Христос Çăлавçă чиркĕвĕнче Феодор архимандрита Улатăр тата Пăрачкав епископне пехиллеме хутшăннă, хиротоние Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл ертсе пынă.

Вырăс чиркĕвĕн предстоятелĕ Улатăр тата Пăрачкав епископне Феодора кĕлĕсем ирттерме пилленĕ, архиерей патакне панă. Йăлапа килĕшÿллĕн çĕнĕ иерарх тĕн çыннисене пирвайхи хут пехилленĕ. Хиротоние çавăн пекех Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем Владимир Викторовпа Владимир Иванов, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Романов хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ Патриарха кăмăл-сипетпе çыхăннă воспитани ыйтăвĕсем, Чăваш Енре тĕне тата православие аталантарас енĕпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă. Михаил Игнатьев Вырăс чиркĕвĕн предстоятельне çавăн пекех республикăра юлашки 20 çул хушшинче пуçласа демографи лару-тăрăвĕ ÿсĕмлĕ пулни çинчен пĕлтернĕ.

Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Ен Правительствине республикăра ача çуралассине хавхалантарас тĕллевлĕ мерăсем йышăннăшăн тав тунă. Демографи лару-тăрăвĕн ырă туртăмĕсем çынсен пурнăç шайĕ лайăхланнине кăна мар, чăваш халăхĕ ăс-хакăлпа ĕненÿ енĕпе вăй илсе аталаннине те кăтартать. Патриарх çавăн пекех Чăваш Енри православи чиркĕвĕсене, мăнастирсене юсаса çĕнетнине, тĕн çыннисемпе пĕрле пурнăçлакан ĕçе те ырланă.

Аса илтерни вырăнлă: маларах, кăçалхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Чăваш Республикин территорийĕнче Чăваш митрополитне туса хунă, унта Улатăр, Канаш тата Шупашкар епархийĕсем кĕреççĕ. Чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускаври Христос Çăлавçă чиркĕвĕн Трон залĕнче Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл Феодор /Белков/ архимандрита чин панă.

Феодор архимандрит /Александр Михайлович Белков/ 1960 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Германири Дрезден хулинче çар служащийĕн çемйинче çуралнă. Хиротони кунĕ - 2006 çулхи раштавăн 10-мĕшĕ, постриг тунă кун - 2012 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕ.

1977 çулта Украинăри Хмельницкий хулинче вăтам шкул пĕтернĕ, çав çулах Санкт-Петербургри С.М.Киров ячĕллĕ Çар-медицина академине вĕренме кĕнĕ, ăна 1983 çулта пĕтернĕ.

1998 çулччен çар службинче пулнă, Хĕç-пăшаллă Вăйсен йышне чакарнă май çартан кайнă. Медицина службин саппасри подполковникĕ. Çар служби хыççăн Аçтăрхан облаçĕнчи Ахтубинск хулинчи гарнизон поликлиникинче невропатологра ĕçленĕ.

2005 çулта Волгоградри тĕн училищине пĕтернĕ. Çав çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ахтубинск хулинчи чиркÿре - диакон, унтан 2006 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче Аçтăрхан кремлĕн Успени соборĕнче иерей ячĕсене илнĕ. Ахтубинскри чиркĕвĕн штатри клирикне çирĕплетнĕ.

2010 çулхи ака уйăхĕнче ашшĕ-амăшĕ чирленине пула ăна Шупашкар епархине куçарнă. 2011 çулта Чул хулари тĕн семинарине пĕтернĕ. Кăçалхи кăрлачра Шупашкар епархийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйсемпе тата право хуралĕн учрежденийĕсемпе çыхăну тытакан пайне ертсе пыма тытăннă. Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕнче манаха тухнă, сăваплă Феодор Ушакова чысласа Феодор ят илнĕ. Шупашкарти Христос çуралнин чиркĕвĕн клирикĕ. Сăваплă Синодăн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе ăна Улатăр тата Пăрачкав епископне суйланă. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче архимандрит санне панă.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter