Чăваш хĕрĕсем - иккĕмĕш!

Йывăр атлетика енĕпе çĕр-шыв Кубокне Мускав е Санкт-Петербург хулисен, Краснодар крайĕн, Ростов, Свердловск, Мускав облаçĕсен штангисчĕсем пуринчен ытларах çĕнсе илнĕ. Çак кунсенче Шупашкарти Яков Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче штанга йăтассипе Раççей Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусенче пĕрремĕш вырăнсене арçынсен хушшинче пуçласа Тутарстан команди, хĕрсен ушкăнĕнче вара Питĕр пикисем йышăнчĕç.

Хусанта «тимĕр вăййипе» иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех кăсăкланнă. Хăйсен вăй-халĕпе пултарулăхне вĕсем ытларах циркра, халăх вăййисенче тата çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн Сабантуйсенче кăтартнă. 1928 çулта Мускавра иртнĕ СССР чемпионатĕнче Хусанти «динамовец» Николай Жеребцов виççĕмĕш вырăн йышăнса бронза медале тивĕçнĕ. 1956 çулта Австралири Мельбурн хулинче пулнă XVI Олимп вăййисенче тутар каччи Равиль Хабутдинов Харьковри Игорь Рыбак украин хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăннă. 1960 çулта Римри XVII Олимпиадăра Хусанти авиаци институчĕн студенчĕ Александр Курынов, вăтам виçеллĕ /75 кг/ штангистсен хушшинче çĕнтерсе Тутар Республикишĕн пĕрремĕш ылтăн медаль çĕнсе илнĕ.

Кÿршĕ регион чысне унта пурăнакан чăваш спортсменĕсем те хÿтĕленĕ. Вĕсенчен ытларах чапа тухни - Пĕкĕлме районĕнчи Наратлă ялĕнче çуралса ÿснĕ СССР спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ Николай Колесников штангист. 1976 çулта вăл Монреальте XXI Олимп вăййисен чемпионĕн ятне çĕнсе илчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех чăваш пăхаттирĕ виçĕ хут тĕнче, тăватă хут Европа чемпионачĕсенче çĕнтернĕ, тĕнчен вун пĕр рекордне лайăхлатнă. Тутарстан Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Николай Алексеевич спортран уйрăлман. Тĕнчери чи мухтавлă штангистсенчен пĕри шутланакан, Пĕкĕлме хулин хисеплĕ гражданинĕ паян - Раççей Федерацийĕн, çав вăхăтрах Тутар Республикин пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: кÿршĕ регионти штангистсене пысăк ăмăртусене Колесниковпа пĕрле унпа пĕр ялта çуралса ÿснĕ СССР спорчĕн мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Николай Капитонов та хатĕрлет. Вĕсем тăрăшнипе Тутарстанра кăна мар, Чăваш Енре те «тимĕр вăййине» юратакан яшсемпе хĕрсен йышĕ тата вĕсен ăсталăхĕ çулленех ÿсет.

Шупашкарта иртнĕ Раççей Кубокĕнче те Колесниковпа Капитонов ентешĕсемпе вĕренекенĕсем палăрчĕç. Пĕкĕлмери Игорь Петров «динамовец» 170 килограмлă штангăна помост çинчен тÿрех çĕклесе илчĕ /рывок/, 211 килограмлă снаряда кăкăр çинчен тĕртрĕ. Çапла майпа чăваш каччи икĕ енлĕ кĕрешÿре 381 килограмм пухса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 94 килограмлă виçере ылтăн медале /пурĕ 382 очко пухса/ Кабарда-Балкар Республикинчи тĕнче спорт мастерĕ Аслан Бидеев çĕнсе илчĕ.

Икĕ кун маларах Тутарстан командин чысне 69 килограмлă виçере Николай Колесников олимпиецăн шăллĕн ывăлĕ, Хусан студенчĕ Сергей Колесников хÿтĕлерĕ. Çак виçере пĕтĕм тĕнчери турнирсен çĕнтерÿçи, çĕр-шывăн пĕлтĕрхи чемпионĕ, Краснодар крайĕнчи Олег Чен çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Ульяновск облаçĕнчи Олег Лаптевпа 18 çулти чăваш каччи Сергей Колесников йышăнчĕç.

Тутар Республикин атлечĕсенчен Раççей Кубокне Хусанти Артем Окулов çĕнсе илчĕ. Çĕнтерÿçĕ команда чысне çавăн пекех Эдуард Садыковпа Геннадий Муратов ăнăçлă хÿтĕлерĕç. Вĕсем хăйсен виçисенче иккĕмĕш вырăн йышăнса кĕмĕл медале тивĕçрĕç.

Чăваш хĕрĕсем те пысăк çитĕнÿ турĕç - Санкт-Петербург команди хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Çĕр-шывăн тĕп хулин команди - виççĕмĕш вырăнта.

Арçынсенчен малти виçĕ вырăна Тутарстан, Мускав хулин тата Кабарда-Балкар Республикин командисем йышăнчĕç. (П.Сидоров)

 

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 декабря 2012
10:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter