Элĕк районĕ: культура çурчĕн – çĕнĕ сăн

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Ураскилтри информаципе культура çурчĕ тĕпрен юсав ĕçĕсем тунă хыççăн хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ.

Тинех ĕнтĕ вырăнти халăх çĕнĕ, çутă, ăшă çурта пухăнма тытăнĕ. Малтанхи кивĕ çурт тĕсне ураскилтсем манса кайĕç ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен кунта çурт тăрри те, тулти тата шалти стенисем те йăлтах çĕнĕрен. Ураскилт салинче пурăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, Ураскилт чиркĕвĕн настоятелĕ Александр протоиерей, Чăваш Республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ Лариса Егорова тата ыттисем саламласа ăнăçусем, çитĕнÿсем сунчĕç.

Лидия Никитина çĕнĕрен вăй илнĕ культура вучахĕ кашни çын пурнăçĕнче паллă вырăн йышăннине, пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. «Культура кăмăл-туйăма аталанма пулăшать, наци йăли-йĕркисене упраса хăварать», – терĕ вăл. Лидия Михайловна яланах ĕçре çитĕнÿсем тума, йывăрлăха çĕнтерме, пултарулăха çулран-çул ÿстерме вăй-хал сунчĕ.

Ураскилтĕн культурăпа информаци центрне юсаса çĕнетме республика бюджетĕнчен 750 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Муниципаллă бюджетран та 750 пин тенкĕ илнĕ.

Кунта темиçе çул каялла çамрăксем те чылайăн пухăннă, юлашки çулсенче çурт самаях кивелсе юхăннăран алăксене хупнă. Акă ĕнтĕ паянхи кун вĕр çĕнĕ чÿречесем, алăксем, стенисем тап-таса та шалта çап-çутă. Куракансен залĕнче çĕнĕ çемçе пукансем, сцена та илемлĕ. Килнĕ хăнасене валли Леонила Быкован ĕçĕсен тĕрĕ куравне хатĕрленĕ.

Мероприяти юлашкинчен уяв концерчĕпе вĕçленчĕ. Çĕнĕ зала пухăннисене Шураçри «Хавас» ушкăн тата Кĕçĕн Тăванти «Тăванлăх» пултарулăх ушкăнĕн коллективĕсем тыткăнларĕç. Ураскилтри ветерансен ушкăнĕ те çак уявпа саламларĕ.



06 декабря 2012
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter