«Çĕнĕ хулана» çул хывнă

Раштавăн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти «Çĕнĕ хула» районти çĕнĕ çула уçма хутшăннă. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ хула строительстви тĕлĕшпе тухса тăнă çивĕч ыйтусене пĕтĕмпех сирнĕ, халĕ микрорайонта анлă ĕçсем пыраççĕ. «Шупашкар - Çĕнĕ Шупашкар» трасса çине тухакан автоçул строительсене те, кунта пурăнакансене те питĕ кирлĕ - ăна икĕ уйăхра туса пĕтернĕ. Çавна май Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствине - укçапа пулăшнăшăн, «Чăвашавтодора» паха ĕçшĕн тав тунă. Çулăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 102 млн тенкĕ ытла: федераци укçи - 41 млн, республика бюджетĕнчен - 49,3 млн, вырăнти бюджетран - 12,33 млн тенкĕ. Аукцион ирттернĕ май строительство хакне 17,5% чакарма май килнĕ. Перекетленĕ укçана Çĕнĕ хула тавра тумалли çула тăсма ярĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунта хута яма палăртакан çуртри хваттерсене пăхса çаврăннă. «Монолитстрой» ООО гендиректорĕ Алексей Палькин Михаил Игнатьева пулăшушăн тав тунă, çакă çулталăк вĕçленнĕ тĕле Çĕнĕ хулара 200 хваттер хута яма май парать, çитес çул - тата 500 хваттер. Çĕнĕ хулан унчченхи застройщикне /«Атăл тăрăхĕнчи хула строительствин компанийĕ» АУО/ панкрут тесе йышăннă. 2010 çулта компанисен «Савва» ушкăнне кĕнĕ «Волгастроймонтаж» АХОн, генподрядчикăн, шучĕсенчи 128 млн тенке вăрлани пирки уголовлă ĕç пуçарнă, директора судпа айăпланă. Строительство вĕçленмен 10 позицие консервациленĕ. 2012 çулта çĕр лаптăкĕн аренда правине, вĕçлемен объектсене çĕнĕ инвесторсем туяннă - «Монолитстрой» тата «Иско-Ч» строительство ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ хулара пулнă хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкарта урамсене юртан мĕнле тасатнипе паллашнă. Вăл «Дорэкс» тата «Зеленстрой» рабочийĕсене лайăх ĕçленĕшĕн тав тунă, Раççей генпрокурорĕ Юрий Чайка Шупашкарта ирттернĕ канашлăва килнĕ хăнасем хула урамĕсен тасалăхне курса тĕлĕнни, тĕп хулари коммуналлă службăсен ĕçне ырлани çинчен каланă. Михаил Васильевич çавăн пекех хула влаçĕсем Çĕнĕ çула уявлама мĕнле хатĕрленнипе те кăсăкланнă.



06 декабря 2012
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter