Ҫеçпěл Мишши музейнче пӗчӗк çеҫпěлҫӗсем

Ҫеçпěл Мишши музейне Канаш районěнчи «Ҫеçпěл çеçки» ача сачӗнчи икӗ ушкӑн  килсе курчě. Музей ěçченěсем вěсене хапǎл туса кěтсе илчěç. Экскурсовод Ирина Егорова ǎнланмалла чěлхепе  Ҫеçпěл Мишши пурнǎçěпе ěçě-хěлě ҫинчен каласа панине тимлěн итлерěç ачасем. Музейра хальччен курман япаласемпе, ěлěкхи ěç хатěрсемпе паллашрěç. Экскурси хыççǎн Ҫеçпěл Мишши  çырнӑ сӑвӑсене килес çулхи уяв валли вӗренме сӑмах пачӗç.



06 декабря 2012
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter