Генпрокуратура ЖКХра йĕрке тăвасшăн

Çĕр-шывăн Генеральнăй прокурорĕ республикăна килни Чăваш Ен историйĕнче халĕччен пулман теççĕ. Ĕнер килчĕ. Шупашкар аэропортĕнче ăна Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика прокурорĕ Владимир Метелин, ыттисем кĕтсе илчĕç. Çук, тем пулман, Юрий Чайка кунта федерацин Атăлçи округĕн территорийĕнче ЖКХ сферинче саккунсене пурнăçланине прокурорсем сăнаса тăрассине лайăхлатас ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.

Генпрокуратура аппарачĕн ĕçченĕсем, округри субъектсен прокурорĕсем килнĕ - сумлă йыш. Çавна май Чăваш Ен прокуратурин çуртне ĕнер журналистсене металл детекторĕсемпе тĕрĕслесех кĕртрĕç. Тепĕр тесен прокурорсем, çав шутра генералăннипе танлашакан пакунлисем хăйсем те çак процедура витĕр тухрĕç те - эпир, паллах, кÿренмерĕмĕр.

Канашлăва уçнă май Генпрокурор Раççей Президенчĕ ЖКХ сферинче йĕрке тăвас енĕпе çирĕп ыйтнине палăртрĕ. Çавна май прокуратура органĕсен ку ĕçе тÿрремĕнех хутшăнмалла. Шел те, ытти çĕрти пекех Атăлçи округĕнче те саккуна пăснă тĕслĕх нумай - кăçалхи 9 уйăхра унашкаллисене 50 пине яхăн тупса палăртнă, 13 пин çынна тĕрлĕ майпа явап тыттарнă. Çапах лару-тăру лайăхланать теме иртерех-ха. ЖКХ сферинче техникăпа оборудовани юхăнасси 50% урлă каçнă, çынсене паха пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтересси уксахлать. Юрий Чайка отрасльте укçа-тенкĕпе тирпейсĕр усă курасси, ăна вăрласси тарăн тымар янине пайăррăн палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, прокуратурăсен ĕç-пуçа витĕм кÿмешкĕн полномочи çителĕклĕ. Анчах шăпах çак енĕпе çителĕксĕр ĕçлени сисĕнет.

Ун хыççăн сăмах илнĕ май РФ Президенчĕн округри полпречĕн çумĕ Алексей Сухов та лару-тăрăва лайăхлатса кăтартас тени сисĕнмерĕ. Вăл та ЖКХ сферинче право хуралĕн органĕсем çителĕксĕр ĕçленине çирĕплетрĕ. Уголовлă ĕçсем пуçараççĕ-ха, анчах вĕсен 18% çеç суда çитнĕ. Пуçарнă уголовлă ĕçсем тăрăх вăрланă, саккунсăр усă курнă укçа виçи 200 млн тенке çитнĕ, анчах çав шутран 3% ытларах пайне çеç, 22 млн тенкине, шыраса илнĕ. Полпред çумĕ хăй ШĔМĕн регионсенчи ертÿçисемпе курнăçнă май çаплах палăртрĕ: «Вĕсем уголовлă ĕç пуçарнипех çырлахаççĕ, çакăнпа çине тăрса ĕçлесси вĕçленет. Çийĕнчен асăннă сферăри преступленисене тĕпчес енĕпе экспертизăсем ирттересси хакли, ытти çинчен калаççĕ».

Унăн шухăшĕпе, Чул хулара лару-тăру уйрăмах çивĕч. Влаçри çынсем ЖКХ сферинчи компанисемпе çыхăннă - «чикĕ леш енне миллиард-миллиард тенкĕ илсе тухаççĕ, çавах хăйсене шанчăклă туяççĕ». Росфинмониторингпа тата Налук службипе тивĕçлĕ информаци илсе тăма калаçса татăлнă, ăна прокуратурăсене парĕç - чылай ыйту уçăмланĕ. Ытти мера та пулĕ.

Генпрокурор çумĕ Сергей Зайцев /ăна эпир лайăх пĕлетпĕр - хăй вăхăтĕнче Чăваш Ен прокурорĕ пулнă/ хăйĕн докладĕнче патшалăх ЖКХна аталантарма пысăк укçа уйăрни çинчен каларĕ. Шел, унпа усă курас енĕпе саккуна пăснă тĕслĕх пайтах: «Ултав, коррупци тымар янă, çакă халăх шанăçне сиенлет». Вăл Чăваш Енре Генпрокуратурăн вăхăтлăх йышăну пÿлĕмне уçнин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кĕске вăхăтра граждансенчен 330 ытла ыйту йышăннă, вĕсен пысăк пайĕ сăлтавлине çирĕплетнĕ. Сергей Петрович иккĕленмест: вырăнсенчи прокурорсем асăннă сферăна тĕрĕслес енĕпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Çав тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх, сăмахран, Чул хула облаçĕнче 800 çынна явап тыттарнă, Пермь крайĕнче вара - 78 çынна кăна. Унта лару-тăру лайăхрах тееймĕн - пĕтĕмлетÿ паллă.

Илсе кăтартнă тĕслĕхсен шутĕнче Генпрокурор çумĕ Çĕрпÿ районне те асăнса хăварчĕ: унта капиталлă юсав ĕçĕсен хакне ÿстерсе кăтартнă, туман ĕçсенех пурнăçланă тесе укçа уйăрнă.

Йĕрке тумашкăн Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕсенче тивĕçлĕ специалистсем, саккуна пăснине çирĕплетме пултараканскерсем, çителĕксĕрри те ура хурать. Граждансене юхăннă çуртсенчен куçарас енĕпе саккуна пăснă тĕслĕх нумай. Ресурссемпе тивĕçтерекенсен умĕнчи парăмсем ытла та пысăк - миллиард-миллиард тенкĕлĕх. Сергей Петрович ку енĕпе ĕç-пуç çивĕч темиçе субъекта асăнчĕ - вĕсен шутĕнче Чăваш Ен пулмарĕ. Нумай çĕрте граждансенчен пухнă укçана ресурссемпе тивĕçтерекенсене куçарса памаççĕ - урăх çĕре куçарса вăрлаççĕ. Самар облаçĕнче, сăмахран, 65 млн тенке пĕр кунлăх фирмăсен шучĕсем çине куçарса «çухатнă». Ултав, шанса панă пурлăха вăрлани, коммерци организацийĕсен ертÿçисем хăйсен полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни - вун-вун преступлени.

Çавăнпа саккунсене улшăнусем кĕртни вырăнлă пулмалла: граждансем укçана тÿрех ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене куçарса паччăр е вĕсем тÿлекен укçапа тĕллевлĕн кăна усă курмаллине çирĕплетмелле.

Укçапа саккуна пăсса усă курнăшăн 375 уголовлă ĕç пуçарнă - сăмах 850 млн тенкĕ пирки пырать. 32 млн тенке çеç саплаштарнă. Çав вăхăтрах судсенче ЖКХпа çыхăннă уголовлă ĕçсене тишкересси вăраха каять. Ку ыйтăва хускатнă май субъектсен списокĕнче Чăваш Ен те янăрарĕ. Ĕçсене çиелтен тишкерни, сăлтавсăрах чарса лартни тата ыт.те - прокурорсем çакна курмăш тăваççĕ. Пĕр кунлăх фирмăсем тĕлĕшпе пĕтĕмпе те 4 уголовлă ĕç çеç пуçарнă. «Должноçри çынсем ЖКХри пулăшу ĕçĕсене кÿрекен компанисемпе каварлашни пирки пурте калаçаççĕ, анчах уголовлă ĕçсем вуçех çук», - терĕ Генпрокурор çумĕ.

Коммуналлă ресурссем пама пăрахни, пахалăхсăр ăшă энергийĕпе тивĕçтерни, коммуналлă инфратытăм объекчĕсене кирлĕ пек пăхса тăманни, коммуналлă тÿлевсене ÿстерсе яни тата ыт.те - çакăн йышши тĕслĕхсене нумай регионта тупса палăртнă.

Росфинмониторинг хăвачĕсемпе усă курманни пирки те сăмах пулчĕ. Финразведка тĕрĕслевсем ирттерет - усси сахал. Çавна май прокуратура вĕсемпе тытакан çыхăнăва çĕнĕ шая çĕклесшĕн. Финанс преступленийĕсене тĕпчемелли ятарлă компьютер программисем пур, специалистсене вĕрентеççĕ - çапла вара укçа куçăмне Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те йĕрлеме пулĕ.

Канашлура çивĕч тата журналистсене интереслентерекен калаçу татах пулчĕ-тĕр - анчах çак самантра массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене залран тухма ыйтрĕç. Çур сехетрен тин каялла кĕртрĕç. Юрий Чайка округăн тĕрлĕ хулинчен /Чăваш Енрен çук/ чĕннĕ «хăнасене» пĕрин хыççăн теприне ура çине çĕклерĕ. Пушкăртстанри Пелепейренех килнĕ Александр Буйлова, хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне, унти 50 километр тăршшĕ шыв сечĕ хуçасăр пулнăшăн сăмах тиврĕ. Чул хулари, Арзамасри, Балашоври предприятисен виçĕ пуçлăхне чĕннĕ. Пĕри потребительсене ăшă пама пăрахнă, теприн газшăн тÿлемелли парăм 24 млн тенке çитнĕ... Кашниех тивĕçлĕ мерăсем йышăнма шантарчĕ пулин те Генпрокурор вĕсене «ĕçсене хăвăртлатас тĕллевпе» асăрхаттарни çинчен пĕлтерчĕ. Тивĕçлĕ хута хăйсене алă пустарсах пачĕç. Лару-тăрăва йĕркелемешкĕн мерăсем йышăнмасан тепĕр хутĕнче асăрхаттарнипе кăна çырлахмĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Юрий Яковлевич прокуратура органĕсен управляющи компанисем граждансене хăйсен ĕçĕ çинчен калакан информацие пĕлтерессине, пысăк парăмсем пухнă организацисене тĕрĕслессине, панкрутлăх тапхăрĕнчи ЖКХ предприятийĕсемпе интересленессине тĕпе хумалли çинчен каларĕ. Айăпа кĕнĕ ертÿçĕсен списокĕсене хатĕрлемелле - унашкаллисем пысăк должноçсене текех ан йышăнччăр. Укçа-тенкĕпе çыхăннă иккĕленÿллĕ кашни тĕслĕхпе оперативлă тĕрĕслев ĕçне пуçармалла, граждансен ыйтăвĕсемпе тĕплĕ ĕçлемелле. Çакă çынсен пурнăç пахалăхне, хăтлăхне тивĕçтерме кирлĕ.

Юрий Чайка Чăваш Енпе ĕнерех сыв пуллашрĕ. Республика Пуçлăхĕпе, ăна ăсатма аэропорта пынăскерпе, калаçнă май Генпрокурор Шупашкарта çул-йĕре пăхса тăракансем лайăх ĕçленине палăртма манмарĕ. Вăл килес умĕн кунĕпе тата ытлари кун каçхине мĕнешкел юр çурĕ - тасатнă, маттур.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
06 декабря 2012
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter