Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн Атăл-Вяткăн банк Председателĕпе Сергей Мальцевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Кăçалхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Перекет банкĕн Атăл-Вятка банкĕн председателĕ улшăннă - çак должноçа 39 çулти Сергей Мальцев йышăннă. Кĕçнерни кун вăл Шупашкара килчĕ. Банкăн Чăваш уйрăмĕн коллективĕпе тĕл пулса калаçнă хыççăн Сергей Александровича республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йышăнчĕ. Ĕçлĕ тĕл пулăва банкăн Чăваш уйрăмĕн ертÿçи Вячеслав Александров та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - финанс сферинчи конкуренци çивĕчлĕхĕн условийĕсенче те банк депозичĕсем ÿсни, уйрăм çынсен укçине явăçтарасси 75% танлашни Чăваш Енре пурăнакансем Перекет банкне шаннине çирĕплетет. Сергей Мальцев банк паян филиал сетьне аталантарас енĕпе тимлĕ ĕçленине палăртрĕ: «Çитес çул ку енĕпе 500-тен пуçласа 700 млн тенкĕ таран уйăратпăр, çĕнĕ 25 филиал тăвасшăн, çавăн пекех республикăра пурнăçлакан социаллă проектсене пулăшатпăр. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелессине малалла тăсатпăр, Чăваш Енри вузсемпе алла-аллăн ĕçлетпĕр - студентсем ытти региона тухса ан кайччăр, республикăрах ĕçе вырнаçчăр».

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Сергей Мальцева шупăр тăхăнтартрĕ - лайăх парне. Сергей Александрович хăй те пушă алăпа килмен иккен. Металл асăну укçисем, кĕнеке парнелерĕ. Кунта пуçласа килнĕ хăнашăн Шупашкар çине кайăк вĕçевĕн çÿллĕшĕнчен пăхни те интереслĕ пулчĕ. Михаил Игнатьев ăна Правительство çурчĕн тăррине илсе тухрĕ. Кунта тĕп хулан чылай районĕ алă тупанĕ çинчи пек. Авă Атăл леш енĕ курăнать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ унта кĕçех çут çанталăк газĕ илсе çитересси пирки пĕлтерчĕ - Газпром пысăк укçа уйăрать. Çавна май унти çĕрсен инвестици илĕртÿлĕхĕ, хакĕ ÿсме пуçланă та ĕнтĕ. «Перекет банкĕн резиденцийĕ валли лаптăк йышăнса юлăр!» - шÿтлерĕ Михаил Васильевич. Тепĕр енче - Шупашкарăн «Богданка» районĕ. Унта пурăнмалли çĕнĕ район тăваççĕ - шăпах Перекет банкĕ уйăракан кредитсем пулăшнипе. 13-мĕш çул валли шкул строительствине палăртнă. «Тĕрĕссипе, тĕп хула центрĕ пулĕ, - ăнлантарчĕ Михаил Игнатьев. - Хваттер туянакан йышлă». Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем универсаллă электрон карточкисем пирки ыйтнине хуравласа Сергей Мальцев ку проект ансат маррине палăртрĕ. Халĕ консультацисем пыраççĕ, çĕр-шывра çакнашкал проектсене пурнăçлама тытăннă. Вĕсене ĕçе кĕртнĕ май банк республика территорийĕнче те карточкăсене сарма пуçлĕ. Çĕнĕлĕхсем тенĕрен Сергей Александрович çитес эрнерен банк вкладсене банкоматсенче йышăнма пуçласси пирки пĕлтерчĕ. Çийĕнчен коммуналлă тÿлевсене электрон мелĕсемпе татмалли майсем хута каймалла, çапла вара çынсем банкăн пулăшу ĕçĕсемпе усă курмашкăн нумай вăхăт ирттермĕç. Чăваш уйрăмĕн ĕç-хĕлне ытти регионти ĕçтешĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштарса хаклама сĕнсен вăл тÿрĕ хуравран пăрăнчĕ: «Банксене пĕр-пĕринпе нихăçан та танлаштармастăп. Пирĕншĕн клиентсен хаклавĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ». Ĕнер вара Сергей Мальцев Чăваш патшалăх университетĕнче пулчĕ, банк ЧПУпа килĕштерсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕ. Кунта Перекет банкĕн кафедрине, çамрăксен филиалне уçасшăн, студентсем валли банк стипендийĕсене уйăрĕç.(Н.Коновалов)    Тĕплĕнрех



07 декабря 2012
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter