«Чăваш Республикин хĕр арăмсен канашĕ» обществă организацийĕн Председателĕ пулма Ольга Зайцевăна суйласа хăварнă

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Шупашкарта ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Амăшĕсем наци культурипе йăли–йĕркине упраса хăварса ачисене куçарасси» ятпа иртнĕ курава çитсе килнĕ. Ăна республикăри хĕр арăмсен канашĕн членĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче республикăра хĕр арăмсен канашĕ пурнăçлакан обществăлла ĕçсем пысăк витĕмлĕ пулнине палăртнă. Паянхи кун республикăри обществăлла организацисене илсен, хĕр арăмсен канашĕ чи активлă ĕçленине пĕлтернĕ. Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă чухне пысăк пулăшу кӳнине палăртнă. Республикăра юлашки 20 çул хушшинче пуçласа демографи лару-тăрăвĕ ӳсĕмлĕ пулни çинчен каланă. Чăваш Енре пĕлтĕрхипе танлаштарсан 1036 пепке нуммайрах çуралнине палăртнă. Республикăра амăшĕн капиталĕ программа туллин пурнăçланса пынине палăртса хăварнă. Малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе Чăваш Ен çыннисемшĕн ырă ĕçсем пурнăçлама шантарнă. Республикăри хĕр арăмсен канашне Тав çырăвĕ парса чысланă. 2009-2012–мĕш çулсенчи ĕç кăтартăвĕсемпе республикăри Хĕр арăмсен канашĕн Председателĕ Ольга Зайцева тĕплĕн паллаштарнă. Пухăннисем очетпа суйлав пухăвĕнче «Чăваш Республикин хĕр арăмсен канашĕ» обществă организацийĕн Председателĕ пулма тепĕр тапхăра та  Ольга Зайцевăна суйласа хăварнă. Тĕплĕнрех



07 декабря 2012
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter