Михаил Игнатьев: «Хăçан çынсен туйăмĕнче Ĕненӳпе Шанăç тата Юрату çуралать, вĕсем яланах ыранхи куна шанаççĕ»

Раштавăн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕпе Варнавăпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ владыкăна 2012 çулăн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, Чăваш Енре иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен пин ача нумайрах çуралнине пĕлтернĕ. «Демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çынсем вилесси чакни тата ача çураласси ÿсни - пирĕн тĕп кăтарту. Республикăн нумай нациллĕ халăхĕ килĕшÿре пурăнать, пирĕн тăнăçлăха упрамалла, çирĕплетсе пымалла, çамрăк ăру ăс-хакăл енĕпе пуянланассине тĕпе хуракан политика тытса пымалла - кашни çыннăн кăмăл-сипет никĕсĕ пултăр. Çын совеçе тĕпе хурсан, Турă хушнă пек пурăнсан, унăн Ĕненÿ, Шанчăк тата Юрату пулсан вăл ыранхи кунран ыррине кăна кĕтĕ. Пуласлăха шансан çемьесенче кĕтнĕ ачасем çуралĕç. Çав шанăç пулмасан демографи лару-тăрăвĕ те япăхланса пырĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев. «Ĕненÿ пулсан, Турă саккунĕсене пăсмасăр пурăнма тăрăшсан кашниех Тăван çĕр-шыва, халăха парăннă çын пулĕ. Кам нимĕне те йышăнмасть - вăл Турра та, хăйне те, çынсене те усă кÿмест», - тенĕ Митрополит. Тĕл пулура çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе, тупăш шайне çĕклессипе, Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетессипе çыхăннă темăсене те хускатнă. Варнава владыка çавăн пекех нумаях пулмасть Феодор архимандрита Улатăр тата Пăрачкав епископĕ пулма пехилленĕ Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕпе Кирилпа калаçни çинчен пĕлтернĕ. Патриарх республика пирки ырласа каланă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ епископ хиротонине хутшăнма Мускава хăй пынăшăн кăмăллă пулнине палăртнă.



07 декабря 2012
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter