Пĕрремĕш çемье ферми уçăлчĕ

Çĕр хăйĕн патне туртать çеç мар, унпа тимлĕ пулма та ыйтать. Мĕн чухлĕ лайăхрах пăхатăн – тухăç ытларах парать. Çакна пĕрре мар туйнă, ăнланнă Березовкăра пурăнакан, юлашки çулсенче фермер ĕçне аталантарса пыракан Ю.С.Лаптев. Хресчен пуçĕпе тĕплĕн шухăшланă хыççăн вăл çемье фермине йĕркелесе яма шутланă.

Паян Юрий Серафимовичăн аталанса пыма майсем çителĕклĕ: шанчăклă тыл – ĕçчен çемье, пиллĕк гектар çĕр, çичĕ единица техника; выльăх-чĕрлĕх: ултă ĕне, пушмак пăрусемпе вăкăрсем – 12 пуç, пĕр лаша; ĕне сумалли аппарат, çăнăх авăртмалли оборудовани тата хуçалăхра кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕр.(А.ЗАМУТКИНА)

Тăрăшсан сăрт çинче те тулă пулать тесе ахальтен каламаççĕ. Акă пĕлтĕр çемье хуçалăхĕ пĕр миллона яхăн таса тупăш илме пултарнă.

Ĕнер Ю.С.Лаптев хуçалăхне халăх йышлă пухăнчĕ: ял çыннисем пулăшнипе ăсталанă ферма савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Пуçаруллă çемье хальлĕхе патшалăхăн нихăш программине те хутшăнман-ха. Анчах та ĕçлеме ÿркенмен çемьене патшалăх тĕксе ямасса шанас килет.



08 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter