Маттур хĕрарăмсем канашларĕç

Ĕнер Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен канашĕн ХVI съезчĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕ-­сем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предприяти-организаци ер­тÿ­­çисем, асăннă юхăмăн район-хулари ты­тăмĕсенчен суйланнă делегатсем тата ветерансем хутшăнчĕç.

Пухăннисене Чăваш Республикин Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ, хамăр хутлăхра тулли те телейлĕ, ÿт-пÿ тата ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен сывă та тĕреклĕ, халăхăн ырă йăли-йĕр­­кипе чун пуянлăхне ăша хывакан çемьесем йĕркелемешкĕн тата вĕсене çи­рĕп­­­летмешкĕн сумлă тÿпе хывнăшăн чĕререн тав турĕ.

Общество организацийĕн 2009-2012 çулсенчи ĕç-хĕлĕ пирки унăн председателĕ Ольга Зайцева тунă доклада сÿтсе явмашкăн Ирина Клементьева /Шупашкар хули/, Ольга Гусарова /Патăрьел районĕ/ тата ыттисем пуçаруллă хутшăнчĕç.

Делегатсем хĕрарăмсен канашĕн от­четлă тапхăрти ĕçне вăтам хак пачĕç, унăн правленийĕн тата ревизи комиссийĕн çĕнĕ йышĕсене суйларĕç, организацие 2012-2015 çулсенче ертсе пымашкăн Ольга Юрьевна Зайцевăнах шанчĕç. Çавăн пекех аслă форумра хĕрарăмсен канашĕн Уставне улшăну кĕртес ыйтăва сÿтсе яврĕç /халĕчченхи документа 1991 çулта йышăннă май уйрăм пункчĕсем вăйра тăракан саккунпа пĕр килмеççĕ/, общество организацийĕ çумĕнче ыр кăмăллăх фондне йĕркелеме палăртрĕç. Унăн Попечительсен канашне ертсе пымашкăн Лариса Юрьевна Игнатьевăна шанчĕç.

Ĕçлĕ тĕл пулу чыславпа вĕçленчĕ, Ольга Зайцева пуçаруллă хĕрарăмсене - общество организацийĕн ят-сумне ÿстермешкĕн пысăк тÿпе хывнă маттурсене Раççей тата республика хĕрарăмсен канашĕсен Хисеп хучĕпе чысларĕ. Мероприятие пухăннисене юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Аслă форумăн ĕç-хĕлĕпе хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
08 декабря 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter