Патăрьел районĕ: cтипендиаткăшăн чунтан савăнатпăр

Январĕн 30-мĕшĕнче.Патăрьел район администрацийĕн залне çамрăксем чылаййăн пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче йĕрке хуралĕнче ĕçлекен те, студент та, экономист-бухгалтер та, шкул ачи те, вĕрентекен те пур. Пурте хаваслă, такама чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.   Акă, алăкран район администрацийĕн ертÿçи вашават килсе кĕрет, тĕпелелле иртет. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа чăвашла та, вырăсла та, тутарла та пурне те сывлăх сунать Н.И.Глухов, унтан çамрăк çынсене кунта мĕн тĕллевпе пухнин сăлтавне пĕлтерет: Патăрьел районĕнчи 22 пултаруллă та хастар çамрăка Чăваш Республикин Президенчĕн ятарлă стипендине илме тивĕçли çинчен калакан свидетельство парасшăн иккен.    -Малашлăх мĕнлерех пуласси паян çитĕнекен ăруран - сиртен килет. Çамрăксем еплерех çулпа утасси вара, пиртен, çитĕннисенчен. Вĕсене  тĕрĕс çул кăтартакансем, паллах, эпир, аслă ăру,- тет Николай Иванович. Унăн çирĕп сассинче вăл чăнах та çамрăксем çине пысăк шанчăкпа пăхни палăрать.  Ăшпиллĕ калаçу чылая тăсăлчĕ. Районăн паянхи ĕçĕ-хĕлĕ, малашлăхпа çыхăннă ыйтусем, вĕренÿ,  юратнă професси - пурин çинчен калаçрĕç уявра.   Çак стипендие илме тивĕçнисем хушшинче Сăкăт шкулĕн хĕрĕ те пур. Аня Чернова 11 класра вĕренет, мĕн пĕчĕкрен маттур, тăрăшуллă та хастар вăл. Вĕренÿре те, обществăлла ĕçсенче те малта. Пĕр сăмахпа каласан - ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Аня тунă çитĕнÿсемшĕн эпир шкулĕпех савăнатпăр, мухтанатпăр.Мал ĕмĕтлĕ Сăкăт хĕрне ăнăçусем сунатпăр.



01 февраля 2012
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter