Талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă

  Раççей Патшалăх Канашĕн ĕç ушкăнĕн ертÿçи пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕçнерни кун Мускавра ирттернĕ ларура ПК ларăвĕнче сÿтсе явмалли доклад материалĕсене тишкернĕ. Федерацин тата регионсен патшалăх влаçĕн органĕ­­сен, общество организацийĕсен, аслă шкулсен представителĕсем çĕр-шыври талантлă ачасемпе çамрăксене патшалăх енчен пулăшассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Лару РФ Президенчĕн Администрацийĕнче иртнĕ. Ăна уçнă май Михаил Игнатьев талантсем çĕр-шыв пуласлăхне никĕсленине, çавна май Раççейре çамрăк талантсемпе ĕçлес енĕпе тимлĕ пулнине палăртнă. Ăнсăртран мар ĕнтĕ Дмитрий Медведев Президент çамрăксем пирки регионсен, пĕтĕм çĕр-шыв аталанăвĕн тĕп стратеги ресурсĕ тенĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2003 çултан тытăнса федерацин «Раççей ачисем» тĕллевлĕ программине пурнăçланă май мĕн пур округра пултаруллă ачасемпе ĕçлекен центрсем йĕркелени çинчен каланă. Талантлă ачасемпе ĕçлемелли анлă сарăлнă форма - ăс-хакăл, пултарулăх, спорт конкурсĕсем, олимпиадăсем, ăмăртусем ирттересси. Чăваш Енре, сăмахран, предмет олимпиадисен шкулсенчи тапхăрне вĕренекенсен 70 ытла проценчĕ хутшăнать. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсен шучĕпе Раççей регионĕсен «ылтăн теçеткине» кĕнĕ. «РФ субъекчĕсенче пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли инноваци мелĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Ятарлă тĕллевлĕ фондсен тытăмĕ йĕркеленет, федерацин тивĕçлĕ саккунĕсене йышăнни çапла тума пулăшрĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Анчах çак сферăра пĕр пĕтĕмĕшлĕх çук. Çавна май, Михаил Васильевич шухăшĕпе, талантлă тата пултаруллă ачасемпе çамрăксене шыраса тупмалли, пулăшмалли, аталантармалли, вĕсен вăйĕпе усă курмалли комплекслă тытăм туса хурасси - патшалăх шайĕнчи пĕлтерĕ­шлĕ тĕллев. Вĕсен пултарулăхĕ чикĕ леш енче мар, хамăр çĕр-шывра усă кÿтĕр - çакăн валли тивĕçлĕ условисем йĕркелемелле.

РФ культура министрĕн çумĕ Андрей Бусыгин асăннă ĕçре патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн пĕлтерĕшĕ пысăкки çинче чарăнса тăнă: «Искусство сфери талантсене шыраса тупас енĕпе уйрăлса тăрать, мĕншĕн тесен кунта патшалăхпа меценатсем алла-аллăн вăй хуни тĕп вырăнта». Вĕренÿ министрĕн çумĕ, ĕç ушкăнĕн ертÿçин çумĕ Максим Дулинов та çамрăк талантсене тупса палăртасси çинче чарăнса тăнă май федераци шайĕнче пултаруллăскерсене пулăшмалли тытăм йĕркелес енĕпе регионсен опычĕ лайăххи çинчен каланă. Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Александр Дегтярев талантсене пулăшмалли тытăма тăтăшлăх принципĕ çинче йĕркелемеллине палăртнă: «Паян «генисен инкубаторĕсем» кирлĕ. Ку енĕпе вĕçĕмсĕр ĕçлемелле». Унăн шухăшĕпе - пултарулăх феноменне хальлĕхе тĕплĕ тĕпчемен-ха, çавна май ку енĕпе саккун кăларас анлăшри ĕç пысăк.

М.В.Ломоносов ячĕллĕ МПУ ректорĕ Виктор Садовничий предмет олимпиадисем талантлă ачасене пулăшмалли хăватлă хатĕр пулнине, вĕсене ачасем кĕçĕн классенченех хутшăннине палăртнă. Тĕслĕхрен, çĕр-шывăн тĕп вузĕнче талантсене шырамалли тытăма хатĕрленÿ тытăмĕпе пĕтĕçтернĕ. Ку енĕпе вĕренекенсемпе студентсене кăна мар, аспирантсемпе çамрăк ученăйсене те пулăшаççĕ. Университетра 4 пин ытла аспирант вĕренет. Чи лайăххисем грантсемпе ректор стипендийĕсене илеççĕ. «Хальлĕхе предмет олимпиадисем тĕлĕшпе тимлĕх çителĕксĕр-ха», - тенĕ Виктор Садовничий. Пултаруллă ачасен кăтартăвĕсен ансат бази кăна мар, вĕсене пулăшмалли тытăм та кирлĕ: «Социаллă ыйтăмсен кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - паян талантсен 60% ытти çĕр-шыва ĕçлеме каясшăн».

Раççей Вĕрентÿ академийĕн вице-пре­зиденчĕн Давид Фельдштейнăн шухăшĕ­­пе - пултаруллă ачапа яланах йывăр. Талант тĕпрен илсен вăрттăн аталанать, тÿрех палăрмасть. «Пирĕн пултарулăх сÿнессине сирсе яма вĕренмелле», - тенĕ вăл. Мускав мэрĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Ольга Голодец талантсене ача садĕнченех палăртмалли пирки каланă, вĕренекенĕн электрон портфолио пухмалли çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех талантлă вĕренекенсене хăйсене çеç мар, вĕсене воспитани паракан коллективсене те тĕрев параççĕ: «Вĕсем те Правительство шайĕнче грант илме пултараççĕ». Ольга Голодец çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи талантлă ачасене Мускаври шкулсемпе пултарулăх коллективĕсенче кĕтнине, анчах тĕп хулара регионсенче пурăнакан çамрăк маттурсемпе çыхăннă информаци çителĕксĕррине палăртнă.

Федераци Канашĕн Наука, вĕрентÿ, культура тата информаци политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Зинаида Драгункина хевтесĕр ачасен хушшинче те талантсем йышли, патшалăх вĕсене те пулăшаси çинчен каланă.

Ларура Раççей Президенчĕ валли талантлă çамрăксене малашне те пулăшмалли сĕнÿ­сем хатĕрленĕ.

К.СЕМЕНОВ ("Хыпар" хаçатран)



11 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter