Район яланах малтисен ретĕнче пытăр

Вăрнарта  депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ анлă ларăвĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов та хутшăнчĕ.

Экономикăпа социаллă пурнăçăн 2011 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев район умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене те палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен тĕп задачăсене пурнăçланă. Промышленность предприятийĕсем пурте тенĕ пекех ÿсĕмлĕ ĕçленĕ. Производство локомотивĕсем: паллах, яланхиллех «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ, «Вăрнарти электричество сечĕсем» муниципаллă предприяти. Хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ малашлăха çирĕп утăмланине те палăртмалла. Кунта производство линийĕсене модернизацилессипе пурнăçланакан ĕçсем пĕтĕмĕшле кăтарту çине çав тери пысăк витĕм памалла. Ăна хута яни акă вырăнтах 36 тĕрлĕ йÿçек сĕт продукцине кăларма май парĕ.

Суту-илÿ сферинчи кăтартусене сыхласа хăварма май килнĕ. Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă. Çакă патшалăх ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе халăха тĕрлĕ программăсем сĕннипе те çыхăннă. Анчах та кадрсен ыйтăвĕ туллин татăлнă теме çук. Шкулсенче, сăмахран, акăлчан, вырăс чĕлхисемпе, информатикăпа учительсем, чылай спорт тĕсне аталантарма тренерсем çитмеççĕ. Патшалăх хавхалантару мелĕсем йышăнать пулин те, çамрăксем ялсене килесшĕн мар. Сывлăх сыхлавĕнче уйрăмах лару-тăру йывăр, паянхи куна кунта 21 ваканси «пушă».

Строительство енĕпе республикăра вăрнарсем яланах тĕслĕхлĕ ĕçленине палăртмалла. Иртнĕ çул та çак шайран чакман. Федераллă программăсене пурнăçласа ветерансене, кивĕ çурт-йĕрте пурăнакансене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра «Вурнарская» МСО строителĕсем 40 хваттерлĕ тата тăлăх ачасем валли 20 хваттерлĕ çуртсем тăвас объектсенче тимлеççĕ.

Шел те, ырă кăтартусемпе çивĕч ыйтусене те асăнмасăр иртме çук. Ял хуçалăхĕнче те сахал мар вĕсем. Докладри цифрăсене итленĕ май, Чăваш Патшалăх Канашĕн председателĕ районти хура пусăсене çаврăнăша кĕртессипе мĕнлерех плансем пулнипе кăсăкланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев республика Пуçлăхĕ лартнă задачăна пурнăçласси тимлĕхре пулнине, çине тăрса тимленине палăртрĕ. Йывăрлăхĕсем те, ырă тĕслĕхĕ те пур. Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе «Луч» кооператив акă «Вурнарская» агрофирмăн çĕрĕсене 100 проценчĕпех «ĕçлеттерме» палăртаççĕ.

Спикер нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене «Ĕç ветеранĕ» ята парассипе районта мĕнле ĕçлени, çавăн пекех шалу ÿсĕмне бюджет ĕçченĕсене вăхăтра тÿлени-тÿлеменнипе кăсăкланчĕ. Пысăк ĕç стажĕллĕ ветерансене учета илесси, удостоверенисемпе тивĕçтересси йĕркеллех пырать, хушма шалăва та бюджетниксем кая юлмасăр илеççĕ, пулчĕ хурав.

Леонид Григорьевичăн та Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕ патне сĕнÿ пулчĕ. Вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе калаçнă май, вăл ку сферăри саккун проекчĕсен хăш-пĕр пункчĕсене пăрахăçлассишĕн хута кĕме ыйтрĕ. Сăмах ачасене ĕç урлă воспитани парасси пирки пулчĕ.

Тухса калакансем чылаййăн пулчĕç: Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников район умĕнче тăракан тĕллевлĕ проектсене пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Россельхозбанк», Перекет банкĕн представителĕсем хăйсен тивĕçтерĕвĕсемпе, усăллă условийĕсемпе паллаштарчĕç. Калининăри вăтам шкул директорĕ Татьяна Ефимова патшалăх пулăшнипе вĕрентĕве пахалăхлă шая çитерме пултарнине каларĕ. Районти тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Валериян Ананьев сывлăх сыхлавĕнчи модернизаци «çуратнă» ыйтусене хускатрĕ. «Янгорчино» ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Геннадий Романов çĕр ĕçченне хумхантаракан ыйтупа тухрĕ. Танлаштаруллă цифрăсемпе вăл паян районта ял хуçалăх продукцине вырнаçтарассипе ĕçлекен рынок япăх аталаннине палăртрĕ. Тăкакĕсем ÿснĕ, пахча çимĕçрен, тыр-пултан, сĕтрен илекен тупăш вара 2008 çулхинчен те сахалрах.

Юрий Попов пĕтĕм ĕç пĕрлешсе, хăйсен шухăшĕсенчен чакмасăр ĕçленинчен килнине палăртрĕ. «Вăрнар районĕ яланах малтисен ретĕнче пулнă, çак позицие малашне те ан çухаттăр», – терĕ вăл, хăй яланах вăрнарсемшĕн тăрăшассине пĕлтерсе.



13 февраля 2012
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter