Хĕллехи спорт тĕсне кăмăллакансене Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енри мĕн пур хулапа районта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2012" ăмăртусем иртнĕ. Çанталăк сивĕ тăнăран спорт праçникĕн программине кăштах улăштарма тивнĕ. Чылай çĕрте шкул çулне çитеймен тата пуçламăш классенче вĕренекенсем старта тухайман.
Сумлă çак ăмăртăва кăçал 39 пин çын хутшăннă. Тĕп старт яланхиллех тĕп хулари "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче пулнă. Кăçал кунта 8500 ытла йĕлтĕрçĕ пухăннă. Хĕллехи спорт тĕсне кăмăллакансене Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. "Сивĕ те хĕвеллĕ çанталăкра старта тухнипех эсир çĕнтерÿçĕ пулса тăтăр. Çак уяв тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерет, пире пурсăмăра та лайăх кăмăл парнелет", – палăртнă республика Пуçлăхĕ.
Массăллă ăмăрту республикăмăрта 8-мĕш хут иртнĕ. Унта кăмăл тăвакансем пурте хутшăннă. Программа VIP-чупупа уçăлнă. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри предприяти-организаци ертÿçисем, паллă спортсменсем вăй виçнĕ. Унтан 18 çула çитеймен хĕрсемпе каччăсем старта тухнă. Вĕсем 3 çухрăма чупассипе ăмăртнă. Çак ушкăнра республикăри ачасемпе çамрăксен 2-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕпе Игорь Кирилловпа Шупашкарти электромеханика колледжĕнче пĕлÿ илекен Анастасия Гришина мала тухнă. Хĕрарăмсен хушшинче 5 çухрăма парăнтарса Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ Светлана Ишуткина çĕнтернĕ. Арçынсенчен 10 çухрăма чупассипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студентне Дмитрий Ишуткина çитекенни пулман. Финиш хыççăн пурне те вĕри чейпе сăйланă. Çĕнтерÿçĕсене медальсемпе, кубоксемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Чи аслă йĕлтĕрçĕсем – 82 çулти Миранда Кольцовăпа çитмĕл тăххăрти Леонид Никифоров тата чи çамрăккисем – иккĕри Василиса Васильевăпа пиллĕкри Ярослав Кизняков – ятарлă призсене тивĕçнĕ. 
("Хыпар" хаçатран)



13 февраля 2012
11:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter