Ÿсĕм çулĕ çинчи фабрикăра

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти "ХСН" общество ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ. Производство директорĕ Наталья Киряхина предприяти туса кăларакан продукцие, цехсене кăтартрĕ. Кунта 584 çын, вăтам шалу 13,5 пин тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕр кашни çын пуçне 625 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. 1400 тĕрлĕ тумтир, атă-пушмак, çĕлĕк-карттус, тиртен тата пусмаран ăсталаса продукци ăсатаççĕ. Ытларах республика тулашне – Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи çĕр-шывсене – каять. Михаил Васильевич хăй сунарçă пулнине пытармарĕ, кайăкçă хатĕр-хĕтĕрĕпе кăсăкланчĕ, вăл рынокра хăйне тивĕçлĕ вырăн тупнине палăртрĕ.
Общество производство калăпăшне çуллен ÿстерет. Тĕп хăватсемпе туллин усă кураççĕ. Цехсенче çĕнĕ станоксем лартма та вырăн çук, тăвăрланса çитнĕ. Предприяти ертÿçисем юнашар корпус лартма ĕмĕтленеççĕ. Тĕп хула администрацийĕнчен çĕр уйăрма ыйтаççĕ. Шупашкар пуçлăхĕ Леонид Черкесов вĕсен çырăвне пăхса тухни, обществăна 18-мĕш шкул çумĕнче лаптăк парасси çинчен пĕлтерчĕ. Тĕл пулăва пухăннисем çак хыпара савăнса йышăнчĕç. Çĕнĕ корпусра администраци, йăла пÿлĕмĕсем вырнаçĕç. Кăçал продукци иртнĕ çулхинчен нумайрах туса кăларма тĕллев лартнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ рабочисен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Уйрăм çын харпăрлăхĕ шутланакан фабрика, 18 çул каялла йĕркеленнĕскер, çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтернине, республикăн вăтам кăтартăвĕпе танлашакан шалу тÿленине, тĕп хăватсене модернизациленине ырларĕ. Предприяти ертÿлĕхне Европа шайĕнчи технологисене ĕçе кĕртме, Шупашкар тулашĕнче çĕнĕ корпуссем çĕклеме сĕнчĕ. Çĕр илессипе чăрмав çукки çинчен аса илтерчĕ.
Обществăн Çĕрпÿ хулинчи филиалĕнче 78-ăн вăй хураççĕ. Производствăна сарасшăн, анчах çĕвĕç çитмест-мĕн. Михаил Игнатьев çак тĕслĕх тарăн шухăша янине, республикăри предприяти-организаци 16 пин специалиста ĕç вырăнĕ сĕннине палăртрĕ. Çынсене тухăçлă вăй хума май туса памалла терĕ.
Обществăра пысăкрах йыш – хĕрарăмсем. Вĕсене хваттерпе тивĕçтересси кăсăклантарчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хулара тата ялта пурăнмалли вырăна лайăхлатма социаллă тÿлев памалли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ. Министрсен Кабинечĕ тĕп хулара пая кĕрсе хваттер тутарма укçа хывнă 575 çынна /çемьене/ çитес икĕ çулта пулăшма тĕв тунă.
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ĕç-хĕлĕ çинчен сăмах тапратсан пĕр-пĕрне пÿлсех ыйтрĕç. Çĕрпÿ районĕнчен тĕп хулана куллен çÿрекен икĕ ача амăшĕн çемйи пурăнакан пÿлĕмĕн тăваткал метрне ертсе пыракан компани укçа ытларах тÿлеттерес тесе хут çинче юриех пысăклатнă иккен. Республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва Леонид Черкесовран тĕпчеме ыйтрĕ. Чăваш Енре коммуналлă пулăшу тарифĕсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ÿсменнине, электроэнерги, газ, пурăнмалли çуртсене хутса ăшăтнăшăн, вĕри тата сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăна хаклатассине çирĕплетрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ




Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 февраля 2012
11:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter