Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче театр тата концерт учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

Çак кунсенче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче театр тата концерт учрежденийĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Палăртса хăварар: нумаях пулмасть Чăваш драма театрĕнче юсав ĕçĕсем иртрĕç. Унта çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарчĕç. Çĕнĕ Зеландире хатĕрленĕ прожекторсем, кĕвĕ, сасă, ятарлă тĕтĕм - йăлтах цифра мелĕпе йĕркеленсе тăраççĕ. Çакă спектакльсене çÿллĕ шайра лартма май парать. Асăннă оборудовани еплерех ĕçленипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата залра ларакансем  паллашнă. - Малашне культурăн ытти учрежденине те çакăн йышши техникăпа тивĕçтерме тăрăшăпăр, - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл республикăмăрти хăш-пĕр объекта реконструкцилес ыйтăва федераци шайĕнче сÿтсе явнине, «Раççей культури» программăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕпе Чăваш патшалăх филармонине кĕртес шанăç пуррине палăртнă. - Паян Чăваш Енри театрпа концерт учрежденийĕсенче 939 çын вăй хурать. Вĕсенчен 540-шĕ артистсем. Çав шутра 30 çула çитменнисем - 102-ĕн, - палăртнă Лизакова министр. Культура министрĕ театрпа концерт учрежденийĕсенче тăрăшакансен ĕç укçине кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 15 процент таран ÿстернине те асăннă. Михаил Игнатьев театр ĕçченĕсем куракансемпе Чăваш Ен хăнисене хавхалану, телей парнеленĕшĕн тав тунă. Пултарулăхра палăрнисене ЧР патшалăх наградисемпе чысланă.



15 февраля 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter